Суббота, 7 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Саккунпа çирĕплетĕç

Саккунпа çирĕплетĕç

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ нумаях пулмасть ял старостин статусне саккунпа çирĕплетесси пирки йышăну тунă. Çавна май Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелесси пирки калакан саккуна улшăнусем кĕртĕç.

Асăннă саккун проектĕнче старостăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри муниципалитет органĕсен тата ялта пурăнакансен хутшăнăвĕсене йĕркелесси пулнине палăртнă. Малашне ял старостисен право статусне тата ĕç-хĕлне саккунпа килĕшÿллĕн йĕркелĕç, çапла туни ялсенчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç тухăçлăхне ÿстерме пулăшĕ. Ял старостин полномочийĕсен срокне муниципалитет йĕркеленĕвĕн уставĕнче палăртĕç: вăл икĕ çултан кая тата пилĕк çултан ытла пулмалла мар.

Патшалăх тата граждан, муниципалитет службин должноçĕсене йышăнакансем старостăна суйланмĕç. Çавăн пекех судпа айăпланнисем е «недееспособный» тесе палăртнă çынсем староста пулаймĕç.

Ларăва хутшăннă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев старостăсен статусне çирĕплетни вĕсен пĕлтерĕшĕпе яваплăхне тата та ÿстерессе палăртнă. Саккуна йышăнсан ял старостисене влаç органĕсен çумĕнчи общество канашĕсен тата тĕрлĕ комисси йышне кĕртме сĕннĕ вăл.

Асăннă саккун проектне ЧР Патшалăх Канашĕ çывăх вăхăтра пăхса тухĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code