Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пултаруллисене – ятарлă стипенди

Пултаруллисене – ятарлă стипенди

Чăваш Енре çамрăксене вĕренÿре, ĕçре, спортра, творчествăра тунă çитĕнÿсемшĕн ятарлă стипенди парса хавхалантарасси ырă йăлана кĕнĕ.

Ку вăл Республика Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн пулса пырать. Кăçал та 14-30 çулхи çамрăксенчен августăн 15-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 20-мĕшĕччен ятарлă стипенди илмешкĕн тăратнă документсем йышăнаççĕ.

Конкурса вĕренÿре, спортра, наука, тĕпчев, производство ĕçĕнче курăмлă çитĕнÿсем тунă пултаруллă вĕренекенсем тата тĕрлĕ отрасльте ĕçлекенсем хутшăнма пултараççĕ. Кун пирки тĕплĕнрех район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕнче ыйтса пĕлмелле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code