Çĕнĕ Пăва ялĕнче çуралса ÿснĕ Раççей çарĕн полковникĕпе, Хĕç-пăшаллă вăйĕсен Тыл штабĕн управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçланă, педагогика наукисен кандидачĕпе, кире пуканĕ йăтассипе Раççей спорт мастерĕпе, хальхи вăхăтра И.М.Губкин ячĕллĕ нефтьпе газ Раççей патшалăх университетĕнче /Мускав хули/ ĕçлекен çар кафедрин доценчĕпе Геннадий Анатольевич Ильинпа паллашма питех те кăмăллă пулчĕ. Çар çыннипе тĕл пулнă май ку профессие суйласа илекенсем сăмаха çилпе вĕçтермен, çирĕп йĕркене хăнăхнă, принциплă пулнине те асра тытма тăрăшрăм – палăртнă вăхăтран кая юласран асăрхантăм.
Унпа калаçу йĕркелеме вара пит çăмăл пулчĕ. Тараватлă та уçă кăмăллă, шăпа пÿрнĕ пурнăçăн кашни самантне асăрхавлă, сăнавлă куçпа хаклама пĕлекен хăюллă çын пулнине те тÿрех ăнланса илетĕн. Ялти йышлă çемьере /пĕр тăвансем – тăххăрăн/ ÿссе çитĕннин, никам пулăшăвĕсĕр, никам хистемесĕр хăй тĕллĕнех çар çынни пулма çирĕп тĕллев тытни, ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртме пултарнинче вара çÿлерех асăннă кăмăл-сипет пахалăхĕсем яр уççăнах çирĕпленеççĕ.
Геннадий Лидия Алексеевнăпа Анатолий Афанасьевичăн пиллĕкмĕш тĕпренчĕкĕ. Ялти тантăшĕсемпе йытă хăваласа урам тăрăх чупнă вăхăтрах ăнкаруллă, пурнăçри лару-тăрăва, ку е вăл пулăма çитĕннĕ çын пек хаклама пĕлнинчен – епле çапла пулма пултарнинчен халĕ вăл хăй те тĕлĕнет. Çак вăхăтчен утса тухнă кун-çула пĕтĕмлетнĕ май, ачалăхри, яшлăхри çулсем речĕпе куç умне тухса тăраççĕ. Çирĕп шухăш-кăмăллă, спортпа туслă çамрăкшăн сиенлĕ йăласем вуçех ют: çăвара пирус хыпса, эрех сыпса курман. Пуçра пĕр шухăш çеç пулнă: малалла вĕренмелле, ура çине тăмалла, çын пулмалла. Ялти вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн, 1982-1984 çулсенче, Хĕрлĕ Ялавлă Инçет Хĕвелтухăç çар округне кĕрекен Хабаровск хулинче çар тивĕçĕсене пурнăçланă. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин тивĕçĕ мĕн тери чыслă, сумлă пулнине курса ăнланнă. Патриот туйăмĕпе тулнă чун-чĕре унăн малтанхи – Шупашкарти ял хуçалăх институтне, механизаци факультетне вĕренме кĕрес шухăшне те, çĕнтернĕ. Çĕршыв ывăлĕ пулмах хăй умне татăклă тĕллев лартнă. Çирĕп сывлăхлă, йывăрлăхсенчен хăраман Геннадий Ильин тепĕр хутчен çар ретне тăнă, Челябинск хулинчи танкистсене хатĕрлекен аслă çар училищине вĕренме кĕнĕ. 1998 çулта Ленин ячĕллĕ çарпа политика академине пĕтернĕ хыççăн ăна тÿрех Суворов ячĕллĕ Мускаври çар училищине кафедра начальникĕ пулма çирĕплетнĕ, Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсен çар университечĕн адъюнктурине те пĕтернĕ.
Çар службине пурнăçласси професси анчах мар, вăл – чун туртни. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе 28 çул таса кăмăл-сипетпе, пысăк тÿсĕмлĕх-чăтăмлăхпа пурнăçланăшăн пирĕн ентешĕмĕр «Çар службинче палăрнăшăн» /I, II, III степеньсем/ тата ытти медале илме тивĕçлĕ пулнă. Вăл – чукун çул çарĕсен отличникĕ те. Çак тапхăрта Геннадий Анатольевич Раççейри нумай-нумай паллă çынсемпе политиксен /Алексей Маслов, Павел Бородин, Владимир Жириновский тата ыт. те/ ывăл-мăнукĕсене вĕрентнĕ, çар ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене алла илме хăнăхтарнă. Хăйĕн тивĕçне лайăх пĕлсе пурнăçлакан чăваш офицерĕпе каярахпа вĕсем çывăх юлташсем те пулса тăнă. Вăл Америка боксерне Рой Джонса та тахçанах лайăх паллать. 2012 çулта Мускавра пулнă вăхăтра вăл пирĕн ентеше боксерсен «Звездный ринг» шоуне хутшăнма йыхрав панă. Ун чухне те пĕр-пĕринпе нумай калаçнă, вĕсем хушшинчи туслă çыхăну çирĕпленсех пырать.
Геннадий Ильин хăйне тĕлĕнмелле хăюллă, таса кăмăллă, Тăван çĕршыв пуласлăхĕшĕн чунĕсене пама хатĕр çар çыннисемпе алла-аллăн тытăнса ĕçлеме шăпа пÿрнипе те савăнать. РФ Оборона Министрĕн заместителĕ, Раççей Геройĕ Дмитрий Булгаков, Мускав çар округĕн командующийĕн заместителĕ Михаил Щепакин тата ыттисем те унпа çывăх калаçнă, хушамата, çар званине палăртса мар, чуна ăшăтмалла «шăллăм» тенĕ. Аслă офицерсен шанăçне тÿрре кăларма пултаракан харсăр чăваш ывăлĕ ахальтен мар тăватă çул хушши /2005-2008/ Мускавра Хĕрлĕ Лапамра иртекен Çĕнтерÿ парадне йĕркелес ĕçе хутшăнма тивĕç пулнă. Чăннипех, яваплă ĕç.
Пиччĕшĕн ырă тĕслĕхне кĕçĕн шăллĕ – Виталий те ăша хывса çитĕннĕ. Геннадий Анатольевич хавхалантарнипе тата хистенипе вăл та çар çынни пулса тăнă. Виталий Хусанти танкистсене хатĕрлекен аслă çар училищине пĕтернĕ, запасри майор паян.
Канăçсăр чун-чĕреллĕ Геннадий Анатольевич тĕрлĕрен обществăлла ĕçсенчен те айккине тăрса юлмасть. Мускаври чăваш офицерĕсен «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» юлташлăхăн хастарĕ Чăваш Республикинчи нумай шкула çитсе паттăрлăх урокĕсене ирттерме хутшăнать. Тăван ялта – Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта та тăтăшах пулма тăрăшать, хăйĕн тĕслĕхĕпе çамрăк ăрăва патриотла воспитани парассипе пысăк витĕм кÿрет.
…Ильинсен ывăлĕсем ялтан тухса кайни нумай çул иртнĕ. Çĕршывăн тĕп хулинче пурăнса çирĕп тымар янă пулин те тăван кил ăшши çитменнине чун-чĕрисемпе туйса тăнине пытармаççĕ.
– Çулсем иртнĕ май, пушшех, çуралса ÿснĕ кил-çурт хăй патне тыткăнлать, утьăкка сиктерсе чун-чĕрене лăплантаракан сăпка пекех вăл, – тет ытарлăн Геннадий Анатольевич.
Çирĕп шухăш-кăмăллă пиччĕшĕпе шăллĕ юнашар ларса калаçнă хыççăн çирĕп тĕв тытнă: атте-анне çуртне юхăнма памалла мар. Çак вăхăтран тытăнса вĕсем ют çĕршыври çул çÿревсем пирки /хальхи вăхăтра шăпах нумайăшĕ çакăнпа хавхаланса пурăнать – урăх савăнăç çук тейĕн/ вуçех «манса» кайнă, ун вырăнне отпуска çемйисемпех тăван яла таврăнаççĕ. Çитменнине, çар çыннисен мăшăрĕсем иккĕшин те – ял хĕрĕсемех. Çапла майпа вĕсем пĕрлехи вăйпа тăрăшса кашни çул кил-çурта тул, шал енчен хăтлăх кĕртессипе нумай ĕç туса ирттереççĕ. Çурт умĕнчи пахчара илемлĕ çеçке çуракан чечексем çитĕнеççĕ. Геннадий Анатольевич вĕсене пит юратса пăхать. Тĕп урамрах пурăннăран, килĕшÿллĕ çĕнетсе улăштарнă çуртпа хапхана, пахча хÿмисене, унта вырнаçтарнă тĕрлĕрен кÿлепесене иртен-çÿрекенсем асăрхаççех. Çирĕп йĕркепе пурăнма хăнăхнăскерсем, урăхла пулма та пултараймаççĕ тейĕн. Ашшĕпе амăшĕн вил тăприне епле чыслăн та сумлăн тирпейлесе тăнине те пĕтĕм ял-йыш курать. Вил тăпри, вĕсен шучĕпе, чиркÿ пек таса пулмалла. Ялти нумай ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ачи-пăчине Ильинсем пек пулма ăс парать.
Геннадий тата Виталий кăçал та çуллахи вăхăтра çемйисемпех икĕ уйăха яхăн ялта пурăнчĕç. Пĕр куна та ахаль, усăсăр ирттермерĕç – ĕçлеме пĕлекен, тăрăшакан çынсемшĕн ĕç тупăнсах тăчĕ. Аслă пиччĕшĕ Улатăр тăрăхĕнчен йывăç пура кÿрсе килчĕ, ăна хыçри пысăк пахчана вырнаçтарса лартрĕç. Кунта канмалли вырăн – беседка тума шутланă. Ильинсен ывăлĕсем чăваш вăрманĕнче çитĕнекен йывăç шăршишĕн, чăннипех, тунсăхлани сисĕнет. Ахальтен мар вĕсем вăхăтĕнче кирпĕчрен купаланă çуртăн иккĕмĕш хутĕнчи стенасене пĕтĕмпех кăкăр тулли сывлăш çавăрса ямалăх – йывăçран хăпартнă. Картлашкисене те чăваш вăрманĕнчи тăн-тăн йывăçран ăсталанă. Çапла майпа вĕсем тăван кил-çурта малалла ярассишĕн ывăнма пĕлмесĕр ĕçленĕ вăхăтра кану вăхăчĕ иртсе кайнине сиссе те юлайман.
– Кашни ĕçе юратса, кăмăлтан пурнăçланăран чун-чĕре савăнăçпа тулать. Çав вăхăтрах отпуск кунĕсем вĕçленсе пынине аса илетĕп те ăш-чикĕме тунсăх та пусать. Ытарайми тăван кĕтесĕмрен, вăхăтлăха пулин те, пĕрре те уйрăлассăм килмест, – чун-чĕрине ирĕке ярса калаçăва малалла тăсрĕ Геннадий Ильин полковник. – Тăван çĕр ытамĕ çĕнĕ вăй та панăн туйăнать.
Ашшĕпе амăшĕ пурнăçран уйрăлса кайнăранпа Ильинсен ывăлĕсем тĕп киле çĕнетсе улăштарассипе нумай вăй хунă пулин те çурт умĕнче 40 çул ытла ÿсекен йăмра йывăççисем çав-çавах çулран-çул çÿлелле кармашаççĕ. Вĕсем вара ачалăха аса илтереççĕ, аякри çула ăсатса яраççĕ, кĕтсе илеççĕ…
Светлана АРХИПОВА.