Воскресенье, 26 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Конкурса хутшăнăр

Конкурса хутшăнăр

Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви «Доброволец России – 2018» Пĕтĕм Раççейри конкурс иртессине пĕлтерет.

Конкурса Раççейри доброволецсен культурине тата волонтерсен тĕп çул-йĕрне аталантарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Çакă хастар ĕçлекен волонтерсене тупма, вĕсене пулăшма, çамрăксен коммерцилле мар организацисен, проектсен лидерĕсене хавхалантарма май парĕ. Конкурс 12 номинаципе иртет.

Унта доброволецсен, волонтерсен, пĕрлешÿсен тата пуçаруллă ушкăнсен лидерĕсемпе ертÿçисем, çав ушкăнра тăракансем /8 çултан пуçласа/ хутшăнма пултараççĕ.

«Доброволец России» пĕрлехи информаци тытăмĕнче /https: /добровольцыроссии.рф/ конкурс положенийĕпе тĕплĕнрех паллашма тата регистрациленме, заявка тăратма пулать.

Волонтерсем, конкурса хутшăнмасăр ан юлăр!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code