Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Инкекрен сыхланар

Инкекрен сыхланар

Терроризма хирĕç кĕрешесси çивĕч ыйтусен шутĕнче. Бесланра пулнă евĕр инкекрен асăрханса шкулсене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла.

Вĕренÿ объекчĕсене терроризмран хÿтĕлес ыйту яланах çивĕч тăрать. Паянхи кун районта ача сачĕсенчи, шкулсенчи тата хушма пĕлÿ паракан учрежденисенчи кашни объект тавра карта тытса çавăрнă. Вĕсенче видеосăнав, хурал, кăнтăрла пропуск режимне йĕркеленĕ. Килекен ют çынсене кашнинех регистрацилени, телефон çыхăнăвĕ пурри, хăрушсăрлăх сиксе тухас пулсан ăна сирсе яракан службăсене васкавлăн чĕнсе илмелли кнопка вырнаçтарни вĕренÿ учрежденийĕсене хÿтлĕхпе тивĕçтерет.

Шкулсенче ятарлă тренировкăсем ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Вĕсенче ачасем тĕрлĕ лару-тăрура хăйсене тĕрĕс тытма хăнăхаççĕ.

А.АЛЕКСЕЕВ,
ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code