Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Терроризм – общество тăшманĕ

Терроризм – общество тăшманĕ

Сентябрĕн 3-мĕшĕ – Терроризмпа кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кун. Ăна 2005 çултанпа, Бесланра пулса иртнĕ хăрушă пулăмсем хыççăн паллă тума пуçланă.

Çак кун шкулсенче класс сехечĕсем иртеççĕ. Вулавăшсемпе культура учрежденийĕсенче те террористсенчен хур тÿснисене асăнса тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ.

Аса илтеретпĕр: 2004 çулхи кĕркуннен пĕрремĕш кунĕнче Бесланри 1-мĕш вăтам шкула террористсем пырса кĕнĕ, 34 хурах пин ытла çынна тыткăна илнĕ. Вĕсенчен 918-шне çăлма май килнĕ, анчах та 270 çын унтах выртса юлнă, вĕсенчен 186-шĕ – ачасем.

Терроризм – общество тăшманĕ. Çавăнпа та ăна хирĕç кĕрешесси çине çĕршыв пысăк тимлĕх уйăрать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code