Суббота, Февраль 22, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чун çĕкленет, пурăнас килет

Чун çĕкленет, пурăнас килет

Комсомола эпĕ 1955 çулта Лаш Таяпари вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтра кĕтĕм. ВЛКСМ райкомне комсомол билечĕ илме кĕриччен мĕнле хумханни халĕ те асрах, çак самант паян та куç умĕнче.

Çамрăксен союзĕн ретне кĕрсен хамăра урăхларах туйма пуçларăмăр. Комсомолецсем-çке. Çав çулсенче комсомол, вăрçă ветеранĕсем çинчен çырнă кĕнекесене уйрăмах кăмăлласа вулама пуçларăм. А.Фадеевăн «Çамрăк гварди» романĕ, Александр Матросов, Александр Покрышкин, Алексей Маресьев çинчен çырнă кĕнекесем килĕшетчĕç. Иван Кожедуб летчик пысăк тĕслĕхчĕ маншăн. Вăй-халне çирĕплетес тесе вăл пĕчĕкренех кире пуканĕ йăтни, каярах паттăр летчик пулса тăни çинчен вуласан ун пек пулас килетчĕ.

Тÿпере вĕçекен самолета курсан куçран çухаличченех пăхса тăраттăмччĕ, летчик пулас ĕмĕтпе çунатланаттăмччĕ. Каярахпа çак ĕмĕт пурнăçланчĕпе пĕрех. Совет çарне илсен мана авиаци механикĕсен шкулне вĕренме ячĕç. Ăна лайăх паллăсемпе пĕтерсен Германири Совет çарĕсен ушкăнне кĕрекен авиаци полкне службăна лекрĕм. Виçĕ уйăхранах самолет çинче бортмеханик пулма суйласа илчĕç. 5 çул хушшинче миçе пин сехет вĕçмен-ши; Совет Союзĕн Геройĕ ята виçĕ хут илнĕ Иван Кожедуб летчик тĕслĕхĕпе хавхаланса кире пуканĕпе туслашрăм эпĕ. Çара кайичченех Кушкă акатуйĕнче 32 килограмлă кире пуканĕ йăтса малти вырăнсенчен пĕрне йышăннăччĕ. Кунсăр пуçне ирĕклĕ майпа кĕрешме юрататтăм. Çарта çаксем пурте кирлĕ пулчĕç. Авиаци полкĕнче спортăн çак енĕсемпе обществăлла тренер пулма çирĕплетрĕç те, пĕтĕм пушă вăхăта салтаксемпе офицерсем хушшинче хăнăхусем туса, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса ирттертĕм. Эскадрилйăри комсомол комитечĕн бюро членĕ пулнă май кире пуканĕ çĕклекенсене, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсене ăмăртăва хатĕрлессишĕн яваплăччĕ эпĕ. Пирĕн авиаци полкĕн команди спортăн çак енĕсемпе сахал мар çĕнтерÿ турĕ.

Çĕнĕ Эйпеçри комсомол организацийĕн историйĕ пуянччĕ. Ун çинчен пире А.Р.Романов тĕплĕн каласа паратчĕ. 50-мĕш çулсенче колхозри комсомолецсемпе çамрăксем ĕçре малта пыракансем пулнă – вĕсене яланах яваплă ĕç шанса панă. Иккĕмĕш уй-хир бригадинче пăрçа, сĕлĕпе вика хутăшне çавапа çулма комсомолецсемпе çамрăксен звенине йĕркелени асрах. Ăна ертсе пыма шанатчĕç мана. Молотилкăпа тырă çапас, улăма кĕлтене турттарса капана хывас тата ытти тĕрлĕ ĕçсене те пĕрле туслăн пурнăçланă. Ун чухне тăрăшса ĕçлеме целинниксен патриотла юррисем хавхалантаратчĕç. Ĕçлеме анчах мар, кăмăллăн канма та пĕлнĕ. Ĕлĕкхи йăла-йĕркене асра тытса кĕркунне улах лараттăмăрччĕ, концертсемпе спектакльсем те хатĕрленĕ…

Çамрăк вăхăт самантлăх, кĕске. Сисĕнмесĕрех иртрĕ вăл. Çартан килсен парти райкомĕнче инструкторта, ялти клуб заведующийĕнче тăрăшрăм, обществăлла ĕçре активлă пултăм, спорта пăрахмарăм. Кире пуканĕ йăтассинче çитĕнÿсем те турăм: 4 хутчен Раççей, 2 хут Европа чемпионĕ, 4 хутчен Европа чемпионачĕн иккĕмĕшпе виççĕмĕш призерĕ пултăм.

Комсомол ретĕнче тăнă çулсем халĕ те асрах. Вĕсене аса илсен чун çĕкленет, пурăнас килет.

Геннадий ТУМАНОВ.
Çĕнĕ Эйпеç.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code