Вторник, 5 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Гриппа чирлес мар тесен

Гриппа чирлес мар тесен

Кашни çулах кĕркунне çанталăк сивĕтсе пынă май тĕрлĕ респираторлă вирус чирĕпе чирлекенсен йышĕ ÿсет. Вĕсен хушшинче чи йывăрри грипп шутланать. Епле сыхланмалла çак чиртен, мĕн тумалла чирлес мар тесен? Çакă тата ытти ыйтусем çине хуравлама ыйтрăмăр республикăри медицина профилактикин, сывату физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачĕнчен Е.Егоровăран.

– Елена Михайловна, кĕркуннен пĕрремĕш уйăхĕ вĕçленсе пырать. Халăх чирлеме пуçлани сисĕнмест-и?

– Кашни çулах кĕркуннепе хĕллехи уйăхсенче тĕрлĕ респираторлă вирус чирĕсем çакланни çĕнĕлĕх мар. Хальлĕхе республикăра чир-чĕр сарăлма пуçлани сисĕнмест-ха. Чирлес мар тесен кашни çыннăн хăйĕн тăрăшмалла. Пĕрремĕшĕнчен – иммунитета çирĕплетмелле. Ăна, паллах, пĕр уйăхра çирĕплетме çук. Çавăнпа та кунсерен сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла, тĕрĕс апатланмалла, физкультурăпа туслă пулмалла.

Грипп ытти респираторлă вирус чирĕсенчен уйрăмах йывăррăн иртнипе, ытти чире куçнипе уйрăлса тăрать. Çавăнпа та унпа чирлес мар тесен прививка тутарма тăрăшмалла.

– Прививка пирки ăнлантарса парсамăр. Ăна хăçан тусан лайăхрах?

– Грипран сыхланмалли мелсенчен чи лайăххи – прививка туни. Ăна вара вăхăтра тумалла, эпидеми пуçланиччен пĕр-икĕ уйăх маларах. Çак вăхăт вăл организмра грипп вирусне хирĕç хÿтлĕх витĕмĕ /иммунитет/ çирĕпленсе çитме кирлĕ. Чир алхаснă вăхăтра ăна туни усси çук.

– Анчах та прививка тутарас пирки нумайăшĕ иккĕленеççĕ…

– Чăнах та, хăшĕ-пĕри прививка тутарасшăн мар. Пĕрисем унăн усси сахал, теприсем сиенлĕ тесе шутлаççĕ. «Прививка тутарсан чирлерĕм, урăх тутармастăп», – тенине пĕрре мар илтнĕ. Грипсăр пуçне тĕрлĕ респираторлă вирус чирĕсем питĕ нумаййине маларах аса илтĕм. Çынсем вĕсемпе чирленине гриппа пăтраштараççĕ.

Статистика кăтартнă тăрăх, прививка тутарнисем нумайăшĕ çак чирпе чирлемеççĕ. Чирлесен те чире çăмăллăн ирттерсе яраççĕ. Вĕсен хушшинче чир шала кайса ытти йывăр чирсене куçнă тĕслĕхсем те питĕ сахал.

– Елена Михайловна, грипп чирне тĕрлĕ тĕслĕ вируссем пуçарса яраççĕ тетĕр. Çулсерен хăш вирусĕ чире пуçарса ярасси паллă-и?

– Чăнах та, грипп чирне А, В тата С вируссем ытларах пуçарса яраççĕ. А вирус ялан улшăнса тăнипе уйрăлса тăрать. Çавăнпа та ĕнтĕ çулсеренех грипăн çĕнелнĕ вирусĕсемпе кĕрешме тивет.

Вакцина кăларакан специалистсем, грипп вирусĕ улшăннине шута илсе, çулсеренех вакцинăна та улăштарсах тăраççĕ. Тата вакцинăна иммунитета çирĕплетекен япаласем хушаççĕ. Çавăнпа та прививка чирпе кĕрешмелли чи лайăх мелсен шутне кĕрет.

– Республикăра прививка тăвасси мĕнле тапхăрта пырать?

– Кăçал Чăваш Енре 560 пин çынна, вăл шутран 172 пин ачана тума палăртнă. Çапла майпа республикăра пурăнакансен 45 проценчĕ чиртен хÿтĕленме пултарать. Çакăн валли август уйăхĕн вĕçĕнчех вакцинăсем илсе килнĕ. Ку ĕç хĕрÿ пырать.

– Прививкăна ытларах камсене тăваççĕ?

– Грипп чирĕнчен вакцинацилессине прививкăсен Наци календарьне кĕртнĕ. Унпа килĕшÿллĕн ача садне çÿрекенсене, шкул ачисене, студентсене, медицинăпа вĕрентÿ ĕçченĕсене тăваççĕ. Транспорт, халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен ĕçре тăрăшакансене те çак списока кĕртнĕ. Çавăн пекех ача кĕтекен хĕрарăмсене, 60 çултан аслăрах çынсене, чĕре, сывлав органĕсен чирĕсемпе аптăракансене, призывниксене прививка тума палăртнă.

– Прививка пурне те юрать-ши?

– Чирленĕ вăхăтра тата аллергипе аптракансене тума юрамасть. Тĕплĕнрех кун пирки хăвăра сиплекен врачпа канашламалла.

– Тата мĕнле майсемпе сыхланма пулать?

– Прививкăсăр пуçне чир пуçланиччен е алхаснă вăхăтра аскорбина кислотипе поливитаминсем, иммунитета ÿстерекен препаратсем ĕçмелле. С витаминпа пуян пахча çимĕçпе улма-çырла çимелле. Суханпа ыхра усси çинчен манмалла мар. Вĕсене пÿлĕмри вируссене пĕтерме вакласа савăт çинче тытмалла. Çавăн пекех уçă сывлăшра çÿрени усăллă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code