Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Кăмăла çĕклет»

«Кăмăла çĕклет»

Иртнĕ çулхи кĕркунне Чăваш патшалăх академи симфони капеллин хорне йĕркеленĕренпе 50 çул çитрĕ. Коллектив хăйĕн пуçламăш утăмĕсене 1967 çулта – Чăваш АССР телевиденипе радион патшалăх комитечĕн хорне йĕркелесе янипе тунă. 1986 çултанпа ăна тĕп дирижер пулса Раççей халăх артисчĕ Морис Яклашкин профессор ертсе пырать. Çав вăхăтра хор Чăваш Республикинчи К.В.Иванов ячĕллĕ патшалăх премийĕн лауреачĕ, нумай фестивальсен дипломанчĕ пулнă.

М.Яклашкин пуçарнипе 1992 çулта телевиденипе радио хорĕн никĕсĕ çинче Чăваш Республикин патшалăх капеллине йĕркеленĕ, каярахпа унăн йышĕнче симфони оркестрĕ туса хунă.

Чăваш патшалăх академи симфони капеллин хорĕ хăйĕн пултарулăхне ют çĕршывсенчи, хамăр çĕршыври хуласен сценисенче кăтартнă, пур çĕрте те ăна хапăл туса кĕтсе илеççĕ. Хор коллективĕ юрланă паллă композиторсен тата халăх юррисем Пĕтĕм Союзри тата Раççейри радиопа янăранă. Вĕсем Мускаври тата Чăваш радио фончĕсенче упранаççĕ.

Çĕршывĕпе паллă коллектив йышĕнче кăçал пиртен яланлăхах уйрăлса кайнă паллă юрăçă – Чăваш халăх артисчĕ Иван Христофоров /Çĕнĕ Пăва/ юрланă. Хальхи вăхăтра капелла хорĕнче пирĕн тепĕр ентеш – Аслă Шăхалĕнче çуралса ÿснĕ Евгений Ипатьевич Пыркин юрлать. Хорта вăл иккĕмĕш тенор /арçынсен аялти çинçе сассипе юрлакансене çапла калаççĕ/ шутланать. Симфони капеллин хорĕн артисчĕ коллектив йышĕпе çĕршыври нумай хуласенчи, çав шутра Мускаври концертсене хутшăнать, ют çĕршыв, вырăс, чăваш композиторĕсем çырнă, тĕрлĕ халăхсен юррисене шăрантарать. Пур çĕрте те вĕсене хапăл туса кĕтсе илеççĕ.

Евгений Ипатьевичăн юрă-кĕвве юратас туртăм ачаранах аталаннă. Унăн ашшĕ – Игнатий Павлович – Кĕçĕн Пăла тăрăхĕнче хăй вăхăтĕнче сад ăсти пулнипе кăна мар, тĕрлĕ музыка инструменчĕпе – баянпа, купăспа, балалайкăпа ăста калама пĕлнипе те таврара паллă çын шутланнă. Мăшăрĕпе Галина Васильевнăпа пилĕк ывăлĕпе виçĕ хĕрне мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ. Вĕсем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле садра улма-çырла йывăççисене пăхнă, хăмла, пахча çимĕç çитĕнтернĕ, пухса кĕртнĕ. Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулăн 8 класне пĕтернĕ хыççăн Евгений Шупашкарти строительство техникумне кайса кĕнĕ. Ăна ăнăçлă пĕтерсен малтан Удмурт Республикинче, каярахпа Çĕнĕ Шупашкарти çурт-йĕр тăвакан комбинатра ĕçленĕ. Анчах мĕн пĕчĕкрен юрă-кĕвве юратнă каччă чĕри музыка еннех туртăннă. Пушă вăхăтра гитарăпа каланă, халăх ансамбльне юрлама çÿренĕ. 1988 çулта Евгений Пыркин хăйĕн тахçанхи ĕмĕтне пурнăçлас тесе пĕрремĕш утăм тунă – Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕнĕ. Малтан вокал уйрăмĕнче пĕлÿ пухнă, унтан Чăваш Республикин халăх артистки Зоя Андреева ертсе пыракан класа куçнă. 1991 çулта «Академи хорĕпе ансамбль артисчĕ» специальноçа алла илнĕ. Пултарулăхне кура ăна Хусан консерваторине вĕренме кайма та сĕннĕ. Анчах çулсем иртни шухăшлаттарнă. Евгений Ипатьевич Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче виçĕ çул ĕçленĕ хыççăн 1995 çул пуçламăшĕнче Чăваш патшалăх академи симфони капеллине куçать, хорта юрлама пуçлать. Унтанпа çул хыççăн çул иртет, кашни кунхи репетицие концерт хыççăн концерт улăштарать. Евгений Пыркин артист хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паянхи кун кăмăллă.

– Юратнă ĕç кăмăла çĕклет, – тет вăл.

Николай АЛЕКСЕЕВ.

Сăн ÿкерчĕкре: Евгений Пыркин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code