Кăçал грипп, ытти çулсенчипе танлаштарсан, ир «вăраннă». Çавна май, ыйту çивĕчлĕхне шута илсе, Елчĕк районĕн санитарипе эпидемиологи комиссийĕн ларăвне ирттерме йышăннă та ĕнтĕ. Ăна унăн председателĕ – район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый ертсе пычĕ. Грипп хăрушлăхĕ тата унран сыхланмалли майсем пирки район больницин тĕп тухтăрĕ Надежда Уркова тата Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьел территори уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Петрянкина паллаштарчĕç.
Кашни çулах çанталăк сивĕтсен гриппа, шăннипе пулакан ытти чирпе аптракансен йышĕ ÿсет. Шел те, çынсем час-часах сывлăхĕпе тимлĕ мар, чир хăй тĕллĕнех иртессе шанаççĕ. Анчах сипленмесен чир шала кайма пултарать. Çакна нихăçан та манар мар.
Грипп вирусĕ, тĕпрен илсен, çÿлти сывлав органĕсене сиенлет, трахея, карланкă, бронхсем шыçаççĕ, çавăнпа типĕ ÿслĕк аптратать. Пыр ыратма пултарать-ха, анчах грипп çумне бактери инфекцийĕ хушăннине пĕлтерет.
Паллах, чи лайăх меслет – профилактика. Витĕмлĕ хÿтлĕх мелĕсенчен пĕри – вакцинаци. Унри вирус организма грипп вирусне сарăлма тата клеткăсене сиенлеме чăрмантаракан антителасем туса кăларма хистет. Ку час-часах чире асăрхаттарма пулăшать. Çапах та ерсен те грипп çăмăлраххăн тата ытлашши кăткăсланмасăр иртет.
Эпидеми тапхăрĕ, тĕпрен илсен, ноябрь — март уйăхĕсенче лекет. Çавăнпа вакцинацие кĕркунне пуçламăшĕнче тата варринче ирттерни лайăхрах. Эпидеми пуçлансан тунă прививкăн витĕмĕ пачах пулмасса пултарать. Вакцинаци ыйтăвĕпе участок тухтăрĕ патне каймалла. Хальхи вăхăтра районта шăпах иммунизаци ĕçĕ иртет.
Профилактика прививкисен наци календарĕпе килĕшÿллĕн районти 9450 çынна грипа хирĕç вакцинаци тума палăртнă. Çак тĕллеве пурнăçлама районти больницăна çителĕклĕ доза вакцина илсе килнĕ. Вĕсене район çыннисене тăваççĕ.
Хăвăра, çемйĕре грипп тапхăрĕ вăхăтĕнче упранмалли ытти мел те пур. Чирленĕ çынпа хутшăнасран асăрханмалла. Сăмса-çăвара медицина маскипе хупласан аван. Пÿлĕмсене тăтăшах уçăлтармалла, урайне тăтăшах çумалла, тусана нÿрлĕ татăкпа шăлмалла. Иммунитета çирĕплетме поливитаминсем, аскорбин йÿçĕкĕ ĕçмелле. Рациона С витаминлă çимĕçсем – апельсин, йÿçĕтнĕ купăста, киви, шур çырли, лимон, мандарин кĕртмелле.
Организма çулталăк тăршшĕпех çирĕплетмелле. Çак ĕçе пуçăнма нихăçан та кая мар. Ку меслет организма грипп вирусĕ лекесрен чи вăйлă хÿтĕлекеннисенчен пĕри шутланать.
Районта ОРВИпе чирленĕ 192 çынна шута илнĕ. Çак кăтарту иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан ÿснĕ. Çавăн пекех гриппа 20 çын чирленине регистрациленĕ. Вăл шутран иккĕшĕ – ачасем.
Н.УРКОВА.