Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Асрах унăн сăнарĕ

Асрах унăн сăнарĕ

Пĕтĕм тĕнчери Ватă çынсен кунĕнче пĕрле ĕçленĕ, пиртен уйрăлса кайнă ĕçтешсене аса илни те вырăнлă пулĕ.

Шăпах уяв умĕн Лаш Таяпари библиотекăра ĕçлесе ĕмĕрне ирттернĕ Мария Михеева ячĕпе асăну каçĕ иртрĕ. Унта унăн тантăшĕсем, шкул ачисем йышлă пуçтарăннă. Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.Егоров, Елчĕкри тĕп библиотекăн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан С.Сайкина тата ыттисем те Мария Ефимовнăна ăшшăн аса илсе вăл утса тухнă кун-çул çинче чарăнса тăчĕç.

Вăхăтĕнче Мария Ефимовна хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, пултарулăхĕпе районта кĕрлесе тăнă. Патăрьел районĕнчи Анат Туçа ялĕнче çуралса ÿснĕ вăл. Унăн аслă пиччĕшĕ П.Е.Кузнецов – Совет Союзĕн Геройĕ. Вăрçă пуçланнă çул çуралнă хĕрĕн ачалăхĕ çăмăл килмен. Пĕчĕккĕллех ĕçе кÿлĕннĕ. Ялти шкула пĕтерсен Казахстана çерем çĕр уçма тухса кайнă. Ун хыççăн Мускавра чукун çул хывнă çĕрте вăй хунă. Çапах та хĕр малалла вĕренес ĕмĕте татман. Ачаран кĕнеке вулама юратнă, хăйĕн тавра курăмне ÿстерсех пынă. Пысăк ĕмĕтне çунатлантарса Çĕрпÿри çутĕç училищине вĕренме кĕнĕ. Лаш Таяпа ялĕн каччипе çемье çавăрнă та 35 çул библиотекăра тăрăшнă. Ял халăхĕ вулавăшра вăхăта усăллă ирттертĕр, хăйсене кунта лайăх туйччăр, ăс-хакăл çÿпçине пуянлаччăр тесе нумай вăй хунă вăл. Кирек мĕнле мероприятинче те кĕнеке вулани усăллă пулни çинчен калаçнă, мĕншĕн тесен библиотекăн тĕп тĕллевĕ – халăх патне ĕмĕрсен пуянлăхне, кĕнекене çитересси. Тÿрĕ кăмăлпа, ĕçе чунтан парăннă библиотекарь виçĕ теçетке ытла çул хушшинче нумай тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ. Вĕсенчен чи сумли – «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят.

Мария Ефимовна ялти культурăна чĕртсе тăратаканĕ пулнă тесен те йăнăш мар. Унăн сасси вăйлă та илемлĕччĕ. Хăйĕн пултарулăхĕпе куракансене ялти смотр-конкурссенче, ĕçпе юрă уявĕсенче пĕрре мар тыткăнланă. Вăлах «Тайпи» фольклор ушкăнне ертсе пыратчĕ.

Тивĕçлĕ канăва тухсан Мария Ефимовна библиотека тилхепине кинне, Эльвира Константиновнăна, шанса пачĕ. Чи кирли вăл – культура ĕçченĕсем ял çыннисен интересĕсене курма пĕлни, вĕсене хăйсем патне кăчăк туртни. Мария Ефимовна пилленĕ çулпа малалла ăнтăлать паян ял библиотеки.

Мария Ефимовна чăннипех те телейлĕ хĕрарăмччĕ. Çумра – юратнă мăшăрĕ, куç тулли ачисемччĕ. Ял-йыш хисеплетчĕ ăна.

Л.ЗАЙЦЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code