Октябрĕн 17-мĕшĕнче республикăра, çав шутра пирĕн районта та, Пĕрлехи информаци кунĕ иртет.
Тĕрлĕ шайри ертÿçĕсене пĕрлештерекен ĕçлĕ ушкăнсем çак кун ял тăрăхĕсенче пулса кун йĕркине кĕртнĕ тĕп темăсем – Чăваш Республикинче çул-йĕр хута ярассипе çыхăннă лару-тăру, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсасси, 2018-2019 çулсенчи кĕрхи тата хĕллехи тапхăрсенче пушартан сыхланасси, грипп чирне хирĕç вакцинаци тăвасси çинчен тата ытти ыйту тавра калаçĕç.
Ертÿçĕсем халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăнĕç.