Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Юсав хыççăн

Юсав хыççăн

Кĕçĕн Таяпари культура çурчĕ, юсав ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн, алăкĕсене çĕнĕрен уçнă.

Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Петров хыпарланă тăрăх, «Культурăна тата туризма аталантарасси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн кунта çурт тăррине юсанă, пластик чÿречесем лартнă, тĕрлĕ пÿлĕмре урайсемпе маччасене çĕнетнĕ, алăксене улăштарнă. Çамрăксен канăвне усăллă йĕркелес тĕллевпе спонсорсен пулăшăвĕпе культура çуртĕнче кĕрешÿ залне уçма та вăй çитернĕ Кĕçĕн Таяпасем.

Çак кунсенче культура çуртне çĕнĕрен хута янă ятпа кунта пысăк уяв иртнĕ. Кĕрешÿ залне савăнăçлă лару-тăрура уçнă хыççăн ял çыннисем Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Борисов ертсе пыракан Патреккел халăх хорĕн концертне курса савăннă.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code