Суббота, 27 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Граждансене – çăмăллăхсем

Граждансене – çăмăллăхсем

Коммуналлă хуçалăхпа пурăнмалли çурт-йĕршĕн тÿленĕ чух халăха патшалăх тĕрлĕ çăмăллăхпа тивĕçтерет – 2018 çулта январь-август уйăхĕсенче Елчĕк районĕнчи 5948 гражданин çăмăллăхпа усă курнă.

Кăçал коммуналлă хуçалăхпа пурăнмалли çурт-йĕршĕн тÿленĕ чух социаллă пулăшу парас тĕллевпе Чăваш Республикин бюджетĕнчен района пурĕ 62 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă /иртнĕ çулхинчен 26 процент нумайрах/.

Саплаштару укçине тĕрлĕ саккуна тĕпе хурса тÿлеççĕ. Тÿлев виçи коммуналлă тăкаксене, çуртăн калăпăшне тата çуртра миçен регистрациленнине кура коммуналлă пулăшупа усă курмалли нормативсем тăрăх шутланать.

Коммуналлă хуçалăхпа пурăнмалли çурт-йĕршĕн тÿленĕ чух тивекен социаллă пулăшу тĕсĕсем:

– енчен те çемьен коммуналлă тивĕçтерÿшĕн тÿлев виçи пĕтĕмĕшле тупăшăн 22 процентĕнчен иртсен субсидипе саплаштараççĕ;

– «федераци çăмăллăхçисене» /Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕсемпе инваличĕсене, вĕсен çемйисене, салтак арăмĕсене, инвалидсене, ачаран сусăрланнă çынсене, Чернобыльти аварие тата ытти инкек-синкеке пĕтерме хутшăннă çынсене тата вĕсен çемйисене, пуçĕсене хунă çар çыннисен çемйисене тата ытти те/ уйăхсерен укçан компенсаци тивет;

– 70 тата 80 çула çитнĕ нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакан граждансен пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсанăшăн тивекен взносне тÿленĕ чух компенсацилеççĕ;

– «ялти специалистсене» /педагогика, медицина, культура, социаллă работниксене, ветеринари службин ĕçченĕсене/ уйăхсерен компенсаци параççĕ.

Çăмăллăхсем пирки эсир тĕплĕнрех Елчĕк район халăхне социаллă пулăшупа тивĕçтерекен пайĕнчен ыйтса пĕлме пултаратăр.

А.БОРИСОВА.