Октябрĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Валерий Филимонова Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин çумне лартни çинчен калакан указа алă пуснă.
Çав кунах Михаил Игнатьев унпа тĕл пулнă, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕнче тухăçлă ĕçленĕшĕн тав тунă, малашне те республика аталанăвне пысăк тÿпе хывасса шаннине палăртнă.
Валерий Филимонов республика Пуçлăхне хăйне шаннăшăн тав тунă.