Среда, 8 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пушара хирĕç – пур вăйпа

Пушара хирĕç – пур вăйпа

Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ тунтикунхи канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрĕç.

Канашлу, шел пулин те, кашни çынна пырса тивекен, шухăшлаттаракан ыйту – пушар пирки пуçланчĕ. Паянхи кун тĕлне районта 14 пушар тухнă. Хура списока вырсарникун Кармалта сиксе тухнă инкек те çырăннă. Асăрханулăх, тимлĕх çитменни, урă пурнăçа пăхăнманни яланах ура хурать çав. Тĕп сăлтавне, паллах, ятарлă службăсем уçăмлатĕç-ха. Çапах та хăш-пĕр ял тăрăхĕсенчи пушар хуралĕсен оперативлăхĕ, кадрсен ыйтăвĕ, техника юсавсăрлăхĕ хальлĕхе пăшăрхану çуратать. Ку тĕлĕшпе Аслă Таяпа, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсен администрацийĕсен уйрăмах яваплăха ÿстерни кирлĕ. Пушар резервуарĕсенче тăтăшах шыв тулли пулмалла. Кăçалхи пек типĕ çанталăкра шыв ан «тартăр» тесен тĕпне бетон е плита сармалла, пушар гидранчĕсем юсавлă пулмалла. Ятарлă техникăна тытса тăрассинче, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тивĕçтерессинче ял хуçалăх производство предприятийĕсенчен те пулăшу кирлех. Пур йышпа, вăйпа пушара парăнтарма çăмăлрах пулĕ.

«Хĕрлĕ автан» хăрушлăхĕ хуралтăсене пĕр-пĕринпе питĕ çывăх вырнаçтарнипе пушшех ÿсет. Кил-çурт хуçи сарай таврашне кадастр планĕпе палăртнă çĕр чиккинчен виçĕ метр çитиччен лартма тивĕç. Эппин, çак йĕркене кÿршĕ те пăхăнсан, хуралтăсен хушши 6 метр пулма кирлĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ коммуналлă хытă каяша пуçтарассине, турттарассине çирĕп контрольлесе тăрать. Районта та кун йĕркинчен тухмасть ку ыйту. Елчĕкри хăш-пĕр урамсенче пурăнакансем çав-çавах пĕрлехи йĕркене пăхăнмаççĕ – ăпăр-тапăра графикпа пăхнинчен икĕ-виçĕ кун маларах кăларса хураççĕ. Ирхине, автомашина килсе çитнĕ вăхăта та ĕлкĕрме пулать-çке. Лайăх тăвас тенине япăхпа хуравлар мар.

Леонард Левый ытти ыйтусене те хускатрĕ. Турхантан Кĕçĕн Шăхале çуран каçса çÿремелли кĕпере виçĕ уйăх каяллах тума пикеннĕ. Анчах тем сăлтава пула ĕç-пуç чарăнса ларнă. Çанталăкăн уçă кунĕсемпе те усă курса юласшăн мар-ши?

Эпир пĕтĕм налука вăхăтра тÿлесе тăма тивĕç. Апла пулин те, Елчĕкри нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансенчен çакна ăнланманнисем те пур. Çавна пулах коммуналлă тÿлевпе 21 район хушшинче республикăра чи кайри вырăнта эпир. Леонард Васильевич пысăк парăмçăсене хушаматранах асăнчĕ. 5 пин ытла тенкĕ таранах тÿлеменнисем те пур та. Çакă чыс кÿместех. Чăваш Республикин 2005 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнче йышăннă Саккунĕпе килĕшÿллĕн вĕренÿ, культура, медицина, ветеринари, социаллă сфера ĕçченĕсене çуртри коммуналлă тÿлевсемшĕн уйăхсерен республика бюджетĕнчен 1055-шер тенкĕ компенсаци уйăраççĕ. Асăннă çăмăллăхпа усă куракан хăшĕ-пĕри те «айăплă» списока лекни килĕшÿллех мар.

Çул-йĕрсене пăхса тăрас тата юсас тĕлĕшпе 9 уйăхра мĕнле ĕçленин итогĕсемпе ДПМК «Яльчикское» сахал яваплă общество директорĕ Вячеслав Сядуков паллаштарчĕ. 53 çынран тăракан коллектив хăйĕн умне лартнă тĕллевсене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçлать. Паянхи кун тĕлне ял тăрăхĕсен урамĕсене пĕтĕмпе 8 пин ытларах километр хытарнă çул сарнă. Унсăр пуçне кĕпер тăвас, канализаци пăрăхĕсене вырнаçтарас, Елчĕкри нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене юсас енĕпе те тимлеççĕ çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсем.

Районти тĕп больницăн тухтăр-эпидемиолог пулăшуçи Ирина Убасева грипп тата çивĕч респираторлă вирус инфекцийĕ /ОРВИ/ çинчен чарăнса тăчĕ. Иртнĕ 9 уйăхра ОРВИпе чирленĕ 196 çынна регистрациленĕ, вăл шутран ачасен хисепĕ 72 процентпа танлашнă. Гриппа чирленисем – 20-ĕн, вĕсенчен икĕ ача.

Чир-чĕре хирĕç кĕрешессинче – профилактика тĕп вырăнта. 2018-2019 çулсенче пĕтĕмпе 9450 çынна прививка тумалла пулсан, çак тапхăра вăл 23,9 процента çитнĕ. Районти халăхăн 45 проценчĕ профилактика прививки витĕр тухмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code