Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Николай Петрова манмаççĕ

Николай Петрова манмаççĕ

Иртнĕ шăматкун, Спортпа сывлăх кунĕнче, районта тĕрлĕ мероприяти иртрĕ.

Елчĕкри Спорт çуртне сĕтелçи теннис вăййине кăмăллакансем йышлăн пуçтарăнчĕç. Çак ăмăртăва сĕтелçи тенниспа район чысне республикăра пĕрре мар хÿтĕленĕ Николай Петрова асăнса ирттересси ырă йăлана кĕнĕ.

Ăмăртăва савăнăçлă лару-тăрура уçса район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый, «Улăп» спорт комплексĕн директорĕ Роберт Григорьев, Николай Петровăн мăшăрĕ Тамара Кронидовна сăмах каларĕç, Николай Викторовича ăшшăн аса илчĕç, спортсменсене ăнăçу сунчĕç.

Ăмăртăва кăçал Патăрьел районĕнчи Анат Туçа ялĕнчи спортсменсем те килсе çитнĕ. Хамăр районти кашни шкулти спорт тусĕсем те хăйсен ăсталăхне кăтартма кăмăл тунă. 100 ытла спортсмен хутшăнчĕ унта.

Кашни сĕтел çинче ăмăрту çивĕч пычĕ. Çапах та чи пултаруллисене пьедестал çинче курма май пулчĕ.

2003 çулхи тата унран кĕçĕнреххисем хушшинче А.Милехин /Патреккел/, Д.Некрасов, А.Тремзин, Н.Мусалова, В.Савинова /Кĕçĕн Таяпа/, О.Анисимова /Çирĕклĕ Шăхаль/ пĕрремĕш-виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

2001-2002 çулсенче çуралнисенчен Д.Григорьев, Д.Михеев /Кушкă/, Е.Семенова /Елчĕк/, К.Лапшина /Çирĕклĕ Шăхаль/, Д.Измайлов, А.Иванова /Çĕнĕ Пăва/ малти вырăнсене йышăнчĕç.

2000 çулта çуралнă тата аслăрах ÿсĕмрисенчен А.Васильев /Елчĕк/ пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – кÿршĕсем. Çак ÿсĕмри хĕрарăмсенчен чи маттуррисен йышне Н.Львова /Тĕмер/, О.Чернова /Аслă Елчĕк/ кĕчĕç.

40-60 çулсенчи арçынсенчен призлă вырăнсене А.Уразгильдин, А.Сыков /Елчĕк/ тивĕçрĕç.

61 çулхи тата унран аслăрах арçынсенчен В.Орехова /Аслă Елчĕк/ çитекенни пулмарĕ. П.Козловпа Н.Адюков /Елчĕк/ – иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Арçынсем мăшăррăн та тупăшăва тухрĕç. Александрпа Сергей Васильевсем /Елчĕк/ – çĕнтерÿçĕсем.

Ăмăртăва çÿлти шайра ирттернĕ çĕрте Елчĕк çамрăкĕсен фончĕн тÿпи пысăк. Вĕсем кашни ÿсĕмри çĕнтерÿçĕсемпе призерсене медальсем, грамотăсем, хаклă парнесем парса чысларĕç.

П.СМИРНОВ.

Сăн ÿкерчĕкре: вăйă саманчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code