Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Куçса çÿрекен ФАПсем

Куçса çÿрекен ФАПсем

Федерацин «Медицинăн малтанхи пулăшăвĕпе тивĕçтересси» программинче палăртнă тĕллевĕсенчен пĕри – 100 çынран сахалрах йышлă ялсенче пурăнакан çынсен тĕлĕшпе медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатасси.

Çак тĕллеве пурнăçласа РФ Правительствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2018 çулта регионсене медицинăн куçса çÿрекен комплексĕсене туянма финансăн малтанхи траншне куçарса панă. Чăваш Республикине 47872 пин тенкĕ килсе çитнĕ. Çак укçа-тенкĕпе усă курса сиплевпе диагностикăн «ПАЗ» автобусăн шассийĕ çине вырнаçтарнă 5 комплексне туяннă.

Кăçалхи чÿк уйăхĕ вĕçлениччен куçса çÿрекен маммограф килсе çитмелле. 2021 çулччен республика валли тата мобильлĕ 16 ФАП, маммограф тата флюорограф уйăрмалла.

Куçса çÿрекен ФАПсен тивĕçĕ – çулталăка çитмен сывă ачасен аталанăвне сăнаса тăрасси, 1-3 çулхисене пуçаруллă патронажласси, сахал йышлă ясли-садика тата вĕренÿ учрежденийĕсене çÿрекенсене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси, ял халăхне диспансеризаци витĕр кăларасси, чирлисене йышăнасси, тухтăр çырса панă процедурăсене пурнăçласси, эпидемипе кĕрешесси, санитари ĕçĕсемпе профилактика мероприятийĕсене ирттересси.

Мобильлĕ малтанхи ФАПсене Етĕрне, Çĕрпÿ, Канаш, Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи больницăсем тата Çĕмĕрлери территорисен хушшинчи медицина центрĕ тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code