Четверг, 20 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ял хастарĕсем

Ял хастарĕсем

Иртнĕ ырă вăхăтра Ленин орденлĕ «Победа» колхозăн Кушкăри улттăмĕш комплекслă бригади 10 яла пĕрлештерсе тăракан ял хуçалăх предприятийĕн чи пысăк та вăйлă аталаннă бригади шутланса тăнă.

Ял хутлăхĕнчи 1300 гектар, унсăр пуçне кÿршĕллĕ Сăрьел ялĕ çывăхĕнчи 300 гектар çĕр лаптăкĕпе тухăçлă усă куракан улттăмĕш комплекслă бригадăри уй-хир ĕçченĕсем ял хуçалăх культурисен элита вăрлăхĕсене туса илнĕ, çапла майпа районти тата республикăри хуçалăхсене паха вăрлăхпа тивĕçтернĕ.

Бригадăра ĕçлекен çынсен, ял хуçалăх техникин хисепĕ те чи пысăкки пулнă. Нумай йышлă механизаторсен хушшинче чи пысăк хисепе, паллах, комбайнерсем тивĕçнĕ. Уй-хирти тыр-пула кĕске вăхăтра, тăкаксăр пухса кĕртнисĕр пуçне кÿршĕри ялсене, районсене пулăшма кайнă. Ялти комбайнерсене ĕçлеме хавхалантарса пыраканни Александр Макарович Бабочкин /сăн ÿкерчĕкре сылтăмран виççĕмĕш/ пулнă. Вăл йĕпенсе нÿрленнĕ валсене вырăнтан куçарса хăвăртрах типшĕрме май паракан агрегат ăсталама пултарнипе тата унпа тухăçлă усă курма пĕлнипе палăрнă. Николай Кириллович Бабочкин та /сулахайран иккĕмĕш/, варринче тăракан Валентина Алексеевна Шавкина тăрăшуллă çын пулнипе ят-сум çĕнсе илнĕ. Унăн мăшăрĕ – Николай Феоктистович – комбайнер. Валентина унăн пулăшаканĕ пулса ĕçленĕ. Харсăр хĕрарăм, тепĕр арçын та унпа танлашайман. Пĕр çулхине Йĕпреç районне пулăшма кайсан Валентина Алексеевна вăрман витĕр те, аслă çул тăрăх та комбайн штурвалне алăран вĕçертмесĕр тĕрĕс-тĕкел вырăна илсе çитерме пултарнă. Вăл бригадăри ытти ĕçсене хастар хутшăннă. Юлашки 10 çул хушшинче йывăр чирлесе вырăнпах выртакан упăшкине пăхса пурăнчĕ. Халĕ сакурвуннăран иртнĕ пулсан та ĕлĕкхи пекех вашават, пăравур.

Петр Андреевич Царев /сулахайран тăваттăмĕш/ та çур ĕмĕр ытла механизаторта вăй хунă. Пысăк ăсталăх пухнă механизаторсем çамрăксене те ĕç çумне çыпăçтарнă, вĕсене хăйсене пулăшма илнĕ. Аслисем хушшинче çав çулсенче ырă ятпа палăрнă çамрăксенчен пĕри – сăн ÿкерчĕкре сылтăмран пĕрремĕш вырнаçнă Владимир Николаевич Баринов. Унăн ĕç биографийĕ тăван хуçалăхра энергетикра ĕçленипе çырăнса пычĕ, кăçал 60 çулхи юбилейне уявларĕ.

Арсений Александрович Гордеевпа Илья Федорович Трофимов /сулахайран пиллĕкмĕшпе улттăмĕш/ – водительсем. Вĕсем комбайнсем патĕнчен йĕтеме тырă турттарнă. Хиртен килекен тырра Пантелеймон Петрович Чайкин ертсе пыракан звенора вăй хуракансем çийĕнчех тасатса алланă, Владимир Ильич Бабочкин вара вăрлăха кондицие лартас ĕçри яваплăха хăй çине илнĕ.

Бригадăна 16 çул пĕр улшăнмасăр Семен Алексеевич Мышкин /виçĕ орден кавалерĕ/ ăнăçлă ертсе пынă. Сăн ÿкерчĕкре вăл – сулахайран çиччĕмĕш. Эпĕ вăл вăхăтра трактор бригадин бригадирĕ, 1980-1987 çулсенче комплекслă бригада бригадирĕ пулнă.

Кушкă механизаторĕсем ял хуçалăх техникине хĕл каçарма лартассипе те ырă тĕслĕх кăтартнă. Ахальтен мар пĕр çулхине РСФСР Ял хуçалăх министерствин Дипломне тивĕçрĕмĕр, иккĕмĕш вырăншăн укçан премипе хавхалантарчĕç.

…Кăçалхи октябрĕн 6-мĕшĕнче пулса иртнĕ «Кушка» ял хуçалăх производство кооперативĕпе ял çыннисен пĕрлехи пухăвĕнче вара В.Горбунов председатель хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕ тарăн валашкана «лакса» ларнин сăлтавне ял халăхĕ ĕçлеменнипе ăнлантарса пачĕ. Çак шухăшпа килĕшме пулать-и?

И.ТРОФИМОВ,
ĕç ветеранĕ. Кушкă ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code