Шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсем кану мĕнне пĕлмеççĕ. Календарь çинчи пысăк уявсенче пушшех вĕсем службăра, ыттисен канлĕхĕшĕн тимлеççĕ. Акă, паян та, професси уявне пăхмасăр, полици лейтенанчĕ Петр Львов дежурствăра. Ир-ирех служба тивĕçне пурнăçлама тытăннă вăл: пĕр автомашинăн водительне чарăнма ыйтать, тепĕрне… Çул çинче яланах такăр çул пултăр, водительсем çул-йĕр правилисене пăхăнса çÿреччĕр тесе тимлет.
Çак профессире вунă çул ытла ĕçлесе хăйĕн тивĕçне çÿлти шайра пурнăçланипе палăрать вăл. Районта кăна хальхи вăхăтра 6 пин ытла автомашина шутланса тăрать /калама кăна: кашни виççĕмĕш çыннăн!/ тата хамăр район территорийĕ витĕр тухса каякан мĕн чухлĕ транспорт! Çул-йĕр çинчи яваплăхшăн тăрăшакансем районта тăваттăн. Петр Венедиктовичпа пĕрле Сергей Вершков, Александр Скворцов тата Алексей Сергеев инспекторсем яланах стройра. Вĕсенчен чи нумай опыт пухни вара – Петр Львов. Ăна районти водительсем лайăх паллаççĕ, хăй те транспорт хуçисене чылайăшне пĕлет.
– Хамăр районта паллакан чылай пулнипе ĕçлеме çăмăл тееймĕн. Мĕншĕн тесен пĕлекенсем çул-йĕр правилисене пăснă тĕслĕхсенче çăмăллăхсем кĕтнĕн пăхаççĕ инспектор çине, çапах та эпĕ тÿрĕлĕхе, тĕрĕслĕхе кăмăллатăп, кашни водительтен пĕр пек çирĕп ыйтма тăрăшатăп. Саккун умĕнче тăван та, пĕлĕш те, пуçлăх та çук. Епле те пулсан çул çинче водитель айăпĕпе хăрушă инкек-синкек сиксе ан тухтăр. Яваплăх калама çук пысăк пирĕн, – тет Петр Венедиктович.
Унтан кăçалхи çул-йĕр çинчи лару-тăрупа паллаштарнă май çакна пĕлтерчĕ:
– Районта лару-тăру начар мар. Çул-йĕр çинче аманасси, вилесси пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен виçĕ хут чакнă. Тĕрлĕ енлĕ акцисем йĕркелени, профилактика калаçăвĕсем ирттерни, уйрăмах «Ÿсĕр водитель» рейдсем, çул çинче йĕркене пăсакансене тытса чарма май параççĕ, – пĕлтерет çул-йĕрпе патруль службин инспекторĕ. – Çапах та çакă лăпланса лармаллине пĕлтермест. Çав-çавах тĕл пулаççĕ-ха руль умне ÿсĕрле ларакансем те, ытти сăлтавпа авари тăвакансем те.
36 çулхи полици ĕçченĕпе калаçса кайнă май ун çинчен ытларах та пĕлес килчĕ.
Тĕмер ялĕнчи Галина Алексеевнăпа Венедикт Владимирович Львовсен аслă ывăлĕ вăл. Тату та килĕштерсе пурăнакан çемьере çитĕннĕ Петя. Амăшĕ шкулта ачасене нимĕç чĕлхине, географине вĕрентнĕ. Ашшĕ, ачаран техникăна юратнăран, паян та «Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕнче водительте тăрăшать. Ывăлĕ те, техника патне туртăннăран, шкул парти хушшинчех автомашинăна çÿретме вĕреннĕ. Ашшĕпе пĕрле ăна юсама та хăнăхнă. Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти ял хуçалăх академине, инженери факультетне вĕренме кĕнĕ. Аслă шкулта пилĕк çул пĕлÿ илнĕ хыççăн дипломлă специалист çав çулхи кĕркуннех Раççей çарĕн ретне тăнă. Сывлăх тĕлĕшĕнчен, кăмăл-туйăмпа çирĕп пулнăран ăна сывлăш десант çарне илнĕ. Салтак тумне хывнă хыççăнах маттур та тăрăшуллă каччă пĕр вăхăт стройкăра тăрăшнă. Унтан пурнăç çулĕ ăна районти шалти ĕçсен пайне илсе çитернĕ. Автомобиль транспорчĕсен инженерне çул-йĕр ĕçĕ çывăх пулнăран тÿрех ДПС инспекторне уйăрса лартнă. Малтанхи стажировкăрах вăл çирĕп сывлăхлă та çирĕп кăмăллă пулнипе палăрнă. Каярахпа пĕлĕвне тата тарăнлатнă.
Çак профессире çулталăк ĕçленĕ хыççăн Петр Венедиктович çемье çавăрнă. Халĕ Львовсем Елчĕкре пурăнаççĕ. Мăшăрĕ, Марина Анатольевна, Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшать. Вĕсен туслă çемйинче виçĕ пепке çитĕнет. 3 тата 1-мĕш классенче вĕренекен Лилийăпа Андрей, «Чебурашка» ача садне çÿрекен Алиса ашшĕпе амăшĕн кану кунĕсене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Ун чухне çемье пĕрле пулма тăрăшать, анчах чылай чухне ашшĕн çул-йĕр çинчи аварисене пула, калăпăр, кÿршĕ районта Акатуйра чухне е çуралнă кунра… тÿрех çул инкекне васкамалла сиксе тухать. Ăнланаççĕ савнă мăшăрне, ашшĕне килте. Çакă йĕрке сыхлавçишĕн чи кирли.
Петр Венедиктович пушă вăхăтра «Улăп» спорт комплексне волейболла выляма çÿрет. Ачаран спортпа туслă пулнăран студент чухне те аслă шкул чысне мини-футболла, волейболла, футболла выляса пĕрре мар хÿтĕленĕ. Шахмат-шашка вăййисенче вара шкул çулĕсенчех ăна çĕнтерекен сахаллăн тупăннă.
Çирĕп тĕллевлĕ, хевтеллĕ çул-йĕр инспекторĕ водительсене, çуран çÿрекенсене яланах тимлĕ пулмаллине асăрхаттарать.
– Аслисен, ашшĕ-амăшĕн, педагогсен шкул ачисене çул-йĕр çинче, çул урлă каçнă чухне уйрăмах, тинкерÿллĕ пулмаллине куллен аса илтерсе тăни ытлашши пулмĕ, – тет паянхи дежурство ăнăçлă вĕçленессе шанакан мал ĕмĕтлĕ Петр Львов.
В.КИРИЛЛОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: П.Львов.