Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республика хыпарĕсем

Республика хыпарĕсем

Ашшĕ-амăшĕ те экзамен тытĕ

Пуш уйăхĕнче Раççейре «Ашшĕ-амăшĕ патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне тытмалли кун» акци çиччĕмĕш хут иртет.

Чăваш Енре мероприятие пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче йĕркелеме палăртнă. Вăл Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Улатăр хулисенче, Патăрьел, Шупашкар тата Комсомольски округĕсенче иртĕ. Акцие хутшăнакансем экзамен йĕркипе паллашĕç, тĕрĕслевĕн кĕске ĕçне çырĕç.

ЭндоУЗИ ирттереççĕ

Республикăри онкологи диспансерĕнче хырăм ай парĕн шыççине тĕрĕслеме эндосонографипе усă кураççĕ.

Çак технологи ультрасасăпа эндоскопи меслечĕсене пĕрлештерет. Кăçалхи икĕ уйăхра ку тĕрĕслев витĕр 13 пациент тухнă. ЭндоУЗИ ирттерме çынна пĕтĕмĕшле наркоз тăваççĕ, тĕрĕслев вăтамран 1-1,5 сехете тăсăлать. Ку меслет шыçă пысăкăшне, вăл ытти органа мĕнле витĕм кỹнине, чир хăш тапхăра çитнине тата сиплеве мĕнле ирттермеллине палăртма май парать.

Кăçалхи программăра — 190 çурт

Республикăри Капиталлă юсав фончĕн генеральнăй директорĕ Светлана Баранова палăртнă тăрăх, 2022 çул пуçламăшĕ тĕлне 2021 çултах юсама тивĕçлĕ пулнă 118 çурта юсама ĕлкĕреймен. Унсăр пуçне, 2022 çулта юсама плана кĕртнĕ 178 çурт. Ĕç калăпăшĕ пысăк пулнине пăхмасăр фонд иртнĕ çул лайăх ĕçленĕ, палăртнă ĕçсене, тĕпрен илсен, пурнăçа кĕртнĕ. Пĕр çуртри ĕçсене анчах вĕçлемен. Унта вентиляци мăрйине çĕнĕрен купаламалла пулса тухнине кура хваттерсен хуçисемпе калаçса татăлса çак ĕçе çанталăк ăшăтсан пурнăçлама йышăннă.

2023 çулта 190 çурта юсамалла, 153-шĕнче ĕçе йĕркелесе янă, 7 объектри ĕçе вĕçленĕ. Нумай çуртăн тăррине улăштармалла.

Нумай хутлă çуртсенчи лифтсене çĕнетес ыйту та çивĕч тăрать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code