Пятница, 1 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăрăшуллă çынсем

Тăрăшуллă çынсем

Таяпа Энтринче Поселковая урамран Анаткас енне çуран каçса çÿреме тарăн çырма урлă тимĕр кĕпер хывнă.

Ăна хăй вăхăтĕнче Геннадий Журавлев районти строительство организацийĕнче мастерта ĕçленĕ чухнех тимĕр юпасенчен, хатĕрсенчен шăратса çыпăçтарсах тутарнă. Паянчченех ăна вăл ертсе пынипе çак касри çынсем юсаса-асăрхаса тăраççĕ.

Кĕпер хăмисем йăлтах çĕрĕшсе хуçăлма пуçланăччĕ. Иртнĕ çул Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Петров тăрăшнипе Поселковая урамри пенсионер арçынсем кĕпер хăмисене çĕнĕрен сарчĕç. Кăçал каллех кĕпере юсамалла пулчĕ. Геннадий Журавлев çурхи шыв кĕпер тĕрекĕсем айĕнчи çĕре хавшатнине асăрханă. Кĕпер путмах пуçланă. Вăл çакăн пирки ял тăрăхĕн пуçлăхне пĕлтернĕ. В.Петров тÿрех стройматериалсем кÿрсе килсе панă. Г.Журавлев каллех ÿркенмен арçынсене пулăшма чĕннĕ. П.Павлов, Г.Паллин, Н.Соколов, Ф.Максимов, З.Чумарков, В.Портнов пенсионерсем тата А.Орлов, А.Смирнов кĕпер тĕрекĕсем айне картасем хунă, çĕрне чавса вак чул тултарнă. Кĕпер çине анакан вашмăк вырăна та чул сарса тикĕсленĕ.

Кунĕпех ĕçленĕ харсăрсем. Çак касри З.Зайцева тăрăшуллăскерсене кăнтăрлахи апат çитерме те ÿркенмен.

Геннадий тата тепĕр ырă ĕç те пуçарнă. Хăйсен умĕнчи типĕ вара йĕри-тавра юпасем лартса пăралукран сетка тытса çавăрнă. Вăл 0,3 гектара яхăн çырмана çуркунне тĕрлĕрен йывăçсем лартса хăварасшăн. Çак ĕçе кĕркунне пурнăçлама тăхтанине çĕр питĕ типĕ пулнипе сăлтавлать. Пахча тытма хăй вăйĕнчен 5 пин тенке яхăн укçа тăкакланă. Вăхăт иртнĕçемĕн çав варти йывăçсем ÿссе çитĕнессе ĕмĕтленет ырă чун-чĕреллĕ арçын.

– Ватлăхра хамăр умри çырмари йывăçсем илемлĕн ешерсе ларнине, йывăçсем çинче тĕрлĕрен вĕçен кайăксем илемлĕ юрăсем шăрантарнине итлесе савăнасчĕ, – тет вăл.

Çакăн пек тăрăшуллă çынсемпе пурте мухтанатпăр.

О.МИРОНОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code