Анне кунĕ – чи хумхануллă та çепĕç уяв. Ырă йăлана тĕпе хурса Чăвашстат специалисчĕсем çак кун тĕлне республикăри амăшĕсен статистика портретне хатĕрленĕ.
Чăваш Республикинче 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 655,2 пин хĕрарăм пурăнать, вăл шутран ялсенче – 231,4 пин.
Этемлĕхĕн черчен çуррин пурнăçне тĕпрен улăштаракан самант – качча кайни. 2017 çулта ЗАГС органĕсенче 7,2 пин çемье чăмăртаннă. Тин çеç «арăм» ятне илтнисен 76 проценчĕшĕн мăшăрлану – пĕрремĕш, 24 проценчĕшĕн – иккĕмĕш. Хĕрсенчен ытларахăшĕ Мендельсон маршне 23 çулта итленĕ.
Ача çуратасси – хĕрарăмăн тĕп тивĕçĕ. 2017 çулта 13,9 пин ача çут тĕнчене килнĕ.
Пĕлтĕр 148 хĕрарăм – йĕкĕреш, 4-шĕ виçĕреш çуратнă. 2018 çулхи тăхăр уйăхра республикăра 10 пине яхăн ача çуралнă. Çав шутран 4,2 пинĕшĕ – 42 процент – çемьере иккĕмĕш ача.