Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт вăл – çирĕп сывлăх, вăй-хал

Спорт вăл – çирĕп сывлăх, вăй-хал

Иртнĕ шăматкун савăк та ăшшăн пăхакан хĕвел Елчĕкри Тĕп лапама пуçтарăннă халăх çине хăйĕн хĕрÿллĕ шевлисене пĕр шеллемесĕр ăшшăн сапаларĕ. Ахальтен кĕркуннене ылтăнпа танлаштарманах. Тĕплĕн сăнанă тăрăх, юлашки çулсенче çанталăк та Пĕтĕм Раççейри «Наци кросне» хутшăнакансене хапăл тăвать.

Районти предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсен, Елчĕкпе Патреккел шкулĕсенчи педагогсемпе вĕренекенсен пит-куçĕ савăнăçпа çиçет, ăмăрту вĕсене киленĕç кÿни тÿрех сисĕнет. Спорт уявне коллективсем ятарлă тумсемпе тухни уйрăмах кăмăла çĕклет. Елчĕксем ĕçре кăна мар, спортра та юнашар пулнине, туслă пурăннине чăннипех те çирĕплетеççĕ.

15-мĕш хут иртекен наци кросне строя тăнă спорт тусĕсем малтанах пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнă хисеплĕ ентешĕмĕре, ЧР физкультурăпа спорт министрне Сергей Шелтукова асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Унтан спорт уявне пуçтарăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Чăваш Республикинчи ачасен прависемпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина саламларĕç, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм сунчĕç, яланах, кирек хăш ÿсĕмре пулсан та, физкультурăпа, спортпа туслă пулмаллине, сывă çемьере сывă ачасем çитĕннине палăртрĕç.

Старта чи малтанах ертÿçĕсем тухрĕç. Ушкăн пуçĕнче – Николай Миллин тата Елена Сапаркина. Чи пĕчĕккисем пуçлăхсемпе пĕрле чупнăран Николай Петровичăн Марина мăнукĕ те, Елена Владимировна ывăлĕ те юнашаррине курма уйрăмах кăмăллă пулчĕ. Палăртмасăр иртес мар, чупăва çемьесем йышлăн хутшăнчĕç, пĕрисем ашшĕпе, теприсем амăшĕпе старта тухрĕç, финиша тивĕçлипе вĕçлерĕç. Елчĕкри Ишмуратовсен 3 çул та тултарайман Вова ывăлĕ чупура чи çамрăк спортсмен пулнине палăртрĕç.

VIP-чупура 1000 метра парăнтарса арçын-руководительсенчен Елчĕкри искусство шкулĕн директорĕ Валерий Архипов мала тухрĕ. «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Малышкин – иккĕмĕш. Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар хурал чаçĕн начальникĕ Василий Григорьев пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарчĕ. Хĕрарăмсенчен Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумне Оля Леваяна çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – райадминистрацин пай пуçлăхĕсем Зарема Князевăпа Татьяна Пекпатрова.

Ертÿçĕсемпе старта тăнă хĕрачасенчен Арина Скворцовăпа Камила Львова /Патреккел шкулĕ/ пĕрремĕшпе виççĕмĕш, Ксения Нягина /Елчĕк шкулĕ/ иккĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Арçын ачасенчен Алексей Петров, Романпа Семен Фомкинсем /Елчĕк шкулĕ/ малти вырăнсене йышăнчĕç.

2000 метра чупнă хĕрачасенчен Ксения Николаева /Патреккел шкулĕ/ мала тухрĕ. Аппăшĕпе пиччĕшĕ çуран чупса республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те палăрнăран Ксюшăн та спортри малашлăхĕ пысăк пуласса шанатпăр. Виолета Барановăпа /Елчĕк шкулĕ/, Анастасия Антонова /Патреккел шкулĕ/ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта. Çак дистанцирех Никита Ивановпа Роман Гаврилов /Патреккел шкулĕ/ пĕрремĕшпе виççĕмĕш, Димитрий Кузнецов /Елчĕк шкулĕ/ иккĕмĕш вырăна пайларĕç.

3000 метрлă дистанцие чи малтан Кристина Федоровăпа /Лаш Таяпа шкулĕ/ Павел Петров /Елчĕк шкулĕ/ вĕçлерĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Екатерина Агеева, Виктор Райков, Екатерина Цыганова /Елчĕк шкулĕ/, Кирилл Гаврилов /Патреккел шкулĕ/.

Шкул ачисене, куллен физкультура урокĕсенче вăй-хала пиçĕхтерекенсене, çуран чупасси темех мар тейĕпĕр. Çав вăхăтрах спортран кăшт аяккарах тăракан çынсен маттурлăхне, сатурлăхне, илемлĕ чупăвне курса киленетĕн. 41 çулхи тата унран аслăрах ÿсĕмри хĕрарăмсенчен 2000 метрлă чупура Любовь Владимирова /райбольница/, Ирина Иванова /Россельхозцентр/, Лариса Казначеева /Вăрăмхăва/ чи вăйлисем пулчĕç.

40 çултан кĕçĕнрех /3000 метрлă дистанцире/ пĕрремĕш вырăна Алина Кудряшова /Патреккел шкулĕ/ тухрĕ. Екатерина Цыгановăпа /райадминистрацин социаллă хÿтлĕх пайĕ/ Ирина Нягина /райбольница/ – иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

41 çултан аслăрах арçынсенчен пĕлтĕрхи пекех Георгий Иванов /Патреккел шкулĕ/ фининша чи малтан çитрĕ. Сергей Александровпа /Елчĕк шкулĕ/ Иван Константинов /Тăрăм/ иккĕмĕшпе виççĕмĕш призерсем.

40 çулчченхи арçынсенчен Алексей Тихонов /Елчĕк шкулĕ/ пъедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарчĕ. Владимир Егоров /Елчĕкри пушар хурал чаçĕ/ иккĕмĕш, Денис Баймушкин /районти ветстанци/ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

«Наци кросĕ – 2018» чупура яланхиллех аслă ăру çыннине, чи çамрăк чупуçăна палăртрĕç. Ăмăртăва хутшăннă чи аслă çын Елчĕкри 78 çулхи Валерий Петров. Çулне кура мар вăл спортпа туслă.

Ăмăртура мала тухнисене, призерсене Хисеп хучĕсемпе медальсем парса чыс турĕç.
Çак кунах наци кросĕ ял тăрăхĕсенче пысăк хастарлăхпа иртрĕ. Çăмăл атлетикăна кăмăллакан районти 3 пине яхăн çын чупăва хутшăнчĕ. Йыш çулсерен ÿссе пыни куçкĕретех.

ХАКЛАВ

Надежда УРКОВА, район больницин тĕп врачĕ:

– Шурă халатлă ĕçченсем çулсеренех «Наци кросне» пысăк йышпа, çĕкленÿллĕ кăмăлпа хутшăнаççĕ. Хальхинче те старта 75-ĕн тăтăмăр. Пирĕн коллектив спортран ют мар. Çулсеренех ĕçтешсем чупура мала тухаççĕ. Кăçал та çĕнĕ ятсемпе палăртăмăр. Спортпа туслă çын сывлăхлă. Сывă пурнăç йĕркипе пурăнни пурăнас хастарлăха ÿстерет. Пурне те çирĕп сывлăх сунатăп.

В.КИРИЛЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code