Суббота, Декабрь 15, 2018
Главная > Публикации > Акатуй паттăрĕсене манмаççĕ

Акатуй паттăрĕсене манмаççĕ

Елчĕк тăрăхĕнче паттăрсене яланах хисепленĕ, сума сунă, вĕсем пек пулма ăнтăлнă.

Совет самани пуçланнă çулсенче районта тутар-пушкăрт меслечĕпе кĕрешес енĕпе Аслă Елчĕкри Родион Виноградов палăрса тăнă. Республика чемпионатне те чи малтан хутшăнса çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ. Унăн сумлă çитĕнÿсем татах пулма пултарнă, анчах шанăçа Тăван çĕршывăн аслă вăрçи чарса лартнă – вăл çапăçу хирĕнчен таврăнайман.

Вăрçă хыççăнхи тапхăрта темиçе хутчен «Акатуй паттăрĕ» ята Василий Виноградов çĕнсе илнĕ. Ун чухне программăра спорт вăййисем пулнă пулсан та уява темшĕн «Юрă праçникĕ» кăна тенĕ. Район хаçатĕнче асăннă мероприятие çителĕклĕ çутатман, спорт ăмăртăвĕсенче çĕнтернисене ятран пачах асăнман.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен варринчен «Ĕçпе юрă тата спорт уявĕ Акатуй» теме пуçланă. Вăл çулсенче районти «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕнче ĕçленĕ, штанга йăтассипе те палăрнă Н.Ф.Чернов /Аслă Елчĕк/ «ĕмĕрĕ» пуçланнă. Вăл тапхăрта Лаш Таяпари А.Дмитриев, Аслă Елчĕкри Ф.Мольковпа А.Чернов та тĕп приза тивĕçнĕ.

Малаллахи çулсенче районти тĕп ăмăрту çĕнтерÿçисем çаксем пулнă: В.Молоствов /1973, Аслă Елчĕк/, Н.Замалетдинов /1974, Тутарстан/, В.Г.Чернов /1975, 1978, 1979/, В.М.Герасимов /1976/, А.Кассиров /1977/, В.Ф.Чернов /1980, пурте Аслă Елчĕкрен/.

1981-1985, 1989, 1993 çулсенче В.Г.Чернов тренерăн вĕренекенĕн Виталий Ореховăн ячĕ «кĕрлесе» тăнă. Вăл районти Акатуйра çеç мар, республикăри тата Раççейри ăмăртусенче те хăй ăста кĕрешÿçĕ пулнине пĕр хутчен мар çирĕплетнĕ, РСФСР спорт мастерĕ ята тивĕçнĕ. Сăмах май, ку енĕпе иккĕмĕш мастер – Василий Патшин.

Малаллахи çулсенче Акатуйăн тĕп парне хуçисем камсем пулнă-ха? А.Арбузов /1986, Аслă Елчĕк/, В.Марков /1987, Патреккел/, В.Соколов /1988, 1990, 1995, Елчĕк/, Валерий Мешков /1991/, В.П.Чернов /1992/, Владимир Мешков /1994, пурте Аслă Елчĕкрен/, Е.Козлов /1996,1997, Тĕмер/.1998 çулта Тутарстанран килнĕ пĕртăван Замалетдиновсем – Мансур, Равиль, Ренат – кавир çине тухнă. Вĕсем икĕ виçере те çĕнтернĕ. Ренат вара така çĕнсе илнĕ.

Спорт архивĕн докуменчĕсемпе килĕшÿллĕн Акатуй паттăрĕсен йышĕнче малалла çаксене куратпăр:

В.Тябуков /1999, 2006, Аслă Елчĕк/, Ф.Волков /2000, Хăвăлçырма/, Ю.Чернов /2001/, С.Обручков /2002, иккĕшĕ те Аслă Елчĕкрен/, А.Бакин /2003, Кушкă/, И.Мешков /2004/, С.Н.Чернов /2005, иккĕшĕ те Аслă Елчĕкрен/.

2007 çултанпа тутар-пушкăрт меслечĕпе кĕрешессипе Аслă Елчĕкри Владимир Петрушкин чемпион ята хăйĕнчен нихăш çул та вĕçертмен. Кĕрешÿ ăсталăхне ăна пĕрремĕш тренерĕ Ю.Орехов вĕрентнĕ.

1979-2006 çулсенче эпĕ районти «Урожай» ирĕклĕ спорт обществин председателĕнче, район администрацийĕн пай пуçлăхĕнче, тĕп специалист-экспертра ĕçлерĕм. Акатуй паттăрĕсен кĕрешĕвĕсем куç умĕнчен паян та каймаççĕ. Вĕсен ячĕсене халăх та манмасть. Çакă мана архив материалĕсене тишкерме хистерĕ те.

Николай АДЮКОВ,
спорт ветеранĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code