Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ват çын – тăват çын

Ват çын – тăват çын

Елчĕкре пурăнакан Мария Епифановна Грачева çитес çулхи март уйăхĕнче 93 тултарать. Апла пулин те вашават, çирĕп ăс-тăнлă вăл. Кашни кун 2,5 çухрăмран кая мар çуран утать. Район хаçатне вара пĕр йĕрке сиктермесĕр куçлăхсăрах вулать.

Ĕç ветеранĕ, «Елчĕк ен» тусĕ, пĕр кунхине ирхи кÿлĕмех редакцие килсе çитрĕ.

– 2019 çулхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăма хаçат çырăнасшăн. Ытти çынсенчен кая тăрса юлас мар тетĕп-çке, – терĕ «Елчĕк ене» тăтăшах йÿнĕрех хакпа редакцие пырса çырăнакан Мария Грачева. Унăн кăмăлне пирĕн сотрудниксем туллин тивĕçтерчĕç.

Вулакан, эсĕ те хаçата çитес çур çула йÿнĕрех хакпа – 403 тенкĕ те 04 пуспа çырăнса ĕлкĕр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code