Раççей Федерацийĕн Правительствин 2017 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнчи Йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, çул-йĕр правилисене улшăнусем кĕртнĕ. Çĕнĕ йĕркере çула тухнă водителĕн çутта каялла сирекен хăю çĕленĕ куртка е жилет пулмаллине çирĕплетнĕ.
Жилета е курткăна чарăнма планламан чухне/техника юсавсăррине асăрхасан, водитель е пассажир хăйне япăх туйсан/, е çул-йĕр çинчи инкек вăхăтĕнче, кăнтăрла е çĕрле çул хĕррине чарăнсан транспорт хатĕрĕнчен тухнă чух тăхăнмалла.
Вăя кĕнĕ çĕнĕлĕхре куртка е жилет /жилет-накидка/ ГОСТ йĕркисемпе килĕшсе тăмаллине палăртнă. Çутта каялла сирекен хăю кĕлеткен йĕри-таврашĕпех пулмалла, шăлавар çинче пулсан – шăлавар вĕçĕ таранах. Хăю сарлакăшĕ 50 миллиметртан ансăр пулмалла мар /хулпуççи çинче тата пилĕк тĕлĕнче 30 миллиметртан ансăр мар/. Комбинезонсен е курткăсен вăрăм çаннисем çинче те икшер хăю пулмалла. Çутта каялла сирекен курткăсене е жилетсене автолавккасемпе горючи яракан пунктсенче туянма пулать.
Алексей СЕРГЕЕВ,
ГИБДД инспекторĕ.