Вторник, Июнь 25, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Ылтăн алăллă музыкант

Ылтăн алăллă музыкант

Пурнăçăн хăйĕн саккунĕ: кун хыççăн кун, çул хыççăн çул иртнине сиссе те юлаймастăн.

45 çул каялла Аслă Елчĕкри вăтам шкулта вĕренеттĕмĕр. Иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсен варринче вăхăт питĕ интереслĕ иртетчĕ. Шкулта уроксем вĕçленсен те киле кайма васкаман, тĕрлĕ кружока, мероприятие çÿреттĕмĕр. Кашни кунах пысăк тăхтав вăхăтĕнче вара коридорта илтĕнекен купăс сасси ачасене хăй патне йыхравлатчĕ. Юнашар класри Николай Хушкин ăста купăсçă пĕр кун сиктермесĕр ташă карти йĕркелетчĕ. Аяккинче тăракан пулман, вĕренекенсемпе пĕрле вĕрентекенсем те ташă картине пуçтарăнатчĕç, вальс, чăваш, тутар, чикан ташшисене нумайăшĕ ташлама пĕлетчĕ, кĕçĕн класра вĕренекенсем аслисенчен юрă-ташă илемне хăнăхса пыратчĕç. Шел, вăхăчĕ сахалрахчĕ, шăнкăрав сасси каллех парта хушшине ларма хистетчĕ.

Шкулта купăс калама пĕлекенсем татах та пурччĕ-ха, анчах ăна çитекенни пулман. 4-5 çулта чухнех алла хут купăс тытнă шăпăрланăн ăсталăхĕ çулсеренех ÿссе пыни курăнатчĕ.

Аслă Елчĕкри Петр Авдеевичпа Елена Самсоновна Хушкинсем ултă ывăл çуратса ÿстернĕ. Виççĕмĕш ывăлĕ – Коля. Унăн амăшĕ енчи тăванĕсем – Карташовсем кĕвĕ-çемĕне чунтан парăннă çынсем пулнă. Елена Самсоновна хăй те балалайкăпа ăста каласа сахал мар çынна тĕлĕнтернĕ. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тенĕрен, Коля пилĕк çулта чухне Петя куккăшне купăспа салтак юрри юрлаттарнă.

– Купăсăн пĕтĕм кнопкине те пусма пĕлместĕп ун чухне, çапах та Петя кукка кăмăллăн юрланăран мая килекен кĕвĕ кăлартăмах, – тет Николай Петрович ачалăха таврăнса.

Шкулта вĕреннĕ чухне Елчĕкри музыка шкулне çÿрени те Кольăна пултарулăх çулĕпе малалла утма хавхалану кÿнĕ. Уявсенче музыка шкулĕнчи вĕрсе каламалли оркестрта вылянă çамрăкпа А.Питеркина преподаватель чăннипех мухтанма пултарнă. Паян ăста музыкант пĕлĕвне ÿстерме пулăшнă В.Моисеева, Г.Борисова тав тăвать. Вĕрентекенсен тÿпи пысăк пулнăран Николай республикăри музыка шкулĕсем хушшинчи конкурссенче яланах малти вырăнсене çĕнсе илме пултарнă. Районти ĕçпе юрă уявĕсенче те вăл пĕр вĕçĕм хăйĕн пултарулăхĕпе куракансене тĕлĕнтернĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ 1976 çулта, вăтам шкултан вĕренсе тухсанах, Патреккел халăх хорĕн ертÿçи, Чăваш АССР тата РСФСР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Борисов ăна концертмейстер ĕçне шанса панă. Концертсем, конкурссем тăтăшах иртеççĕ. Часах хор Мускаври Пĕтĕм Союзри халăх пултарулăхĕн фестивальне хутшăнать, лауреат ятне тивĕçет.

1977 çулта музыкăна парăннă каччă Чăваш патшалăх педагогика институчĕн музыка факультетне вĕренме кĕрет. Унтан ăнăçлă вĕренсе тухсан Красноярск крайĕнчи Енисейск хулинче педагогика училищинче ĕçлет. 1981-1983 çулсенче хĕсметре тăрать. Омск хулинче юрăпа ташă ансамблĕнче тăрăшать. Салтакран таврăнсан тăван ялти культура çуртĕнче, пĕр вăхăтрах шкулта та ĕçлет. Çав тапхăртах ача садĕнчи шăпăрлансене те юрă-кĕвĕ тĕнчипе паллаштарать. Чĕрĕк ĕмĕр ялти шкулта музыка учителĕнче вăй хурать. Унти арçын-учительсен ансамбльне районта кăна мар, ун тулашĕнче те лайăх пĕлетчĕç. Николай Петрович районти «Выля, хут купăс» конкурса хутшăнса пĕрре мар хăйĕн ăсталăхĕпе куракансене савăнтарнă. Пултаруллă çын пур енĕпе те пултаруллă çав. Вăл ялта ылтăн алăллă арçын пулнипе палăрса тăрать. Музыкант кăна мар вăл, ăста кăмакаçă та, çăматă та йăвалать, платник ĕçне те пултарать. Пĕр сăмахпа, кирек мĕнле ĕçре те маххă памасть. Ĕçкĕ-çикĕне илем кÿрекенни те вăлах. Мĕнле кăна кĕвĕ пĕлмест пулĕ. Пĕччен те, мăшăрĕпе юрласа та савăнтараççĕ çынсене. Вĕсемпе юнашар чухне чун савăнать, юрлас, ташлас килет. Халĕ те вăл вăхăт тупса шкул ачисене тĕрлĕ тĕл пулусенче чăваш халăх юррисене юрлаттарать.

Аслă Елчĕк йĕкĕчĕпе хĕрĕ – Николай Петровичпа Надежда Зиноновна – 34 çул каялла çемье çавăрнă та унтанпа алла-аллăн тытăнса утаççĕ. Вĕсен туслă та тату çемйинче хĕрпе ывăл ÿссе çитĕннĕ. Иккĕшĕ те ашшĕ-амăшĕн ăшă та хăтлă йăвинчен вĕçсе тухса кайнă. Татьяна Чăваш патшалăх педагогика университечĕн юридика факультетĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. Шупашкарта шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра пĕчĕк ачине пăхать. Сергей те çав аслă шкултах пĕлÿ илнĕ. Физикăпа математика факультетне пĕтернĕскер МЧСра тăрăшать. Хушкинсем ачисене тивĕçлĕ воспитани панипе чăннипех мухтанма пултараççĕ.

Ултă теçетке çула хыçа хăваракан юлташăмăрпа эпир, пĕрле вĕреннĕ тантăшĕсем, чăннипех мăнаçланатпăр. Эпир çавра çулсенче тăтăшах тĕл пулатпăр. Николай каланă кĕвĕсемпе тул çутăличчен вуншар юрă шăрантарса çамрăклăха, шкул вăхăчĕсене асамлăн аса илетпĕр.

Николай Петрович ĕçне патшалăх та пысăка хурса хакланă. Вăл «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллăна тивĕçнĕ. Унăн юрă искусствине аталантарнăшăн илнĕ Хисеп хучĕсемпе дипломсем, Тав хучĕсем те йышлă. Анчах каппайланакан чăваш мар вăл, мĕн пуррине упрать, юлташа хаклать, çемье телейĕшĕн хăйĕнчен килнине пĕтĕмпех тăвать.

В.ВАСТУЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Н.Хушкин.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code