Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Камсем усă кураççĕ?

Камсем усă кураççĕ?

Паянхи кун граждансен хăш категорийĕнчи çынсем тÿлевсĕр юрист пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ; Палăртнă категорине кĕменнисене тÿлевсĕр юрист пулăшăвĕ тивет-ши?

Д.МАКСИМОВ.

Ыйту çине Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствинчен çапла хуравларĕç:

– Федерацин «Раççей Федерацийĕнчи адвокат ĕçĕ-хĕлĕ тата адвокатура» çинчен калакан саккунĕпе килĕшÿллĕн, адвокатсем халăхăн социаллă хÿтлĕхсĕр сийне кĕрекен çак категорири çынсене тÿлевсĕр юрист пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ: пĕрремĕш тата иккĕмĕш ушкăнри инвалидсене, СССР тата Раççей Федерацийĕн Геройĕсене, Ĕç Геройĕсене, инвалид ачасене, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене, ют ачана усрава илнĕ граждансене, ваттисен çурчĕсенче хÿтлĕх тупнисене, психиатри пулăшăвĕ илекенсене, ĕçлеме пултарайманнисене, сахал тупăшлă граждансене, тавăç тăратакансене /алимент шыраса илессипе, тăрантарса усракана çухатнипе çыхăннă сиене саплаштарассипе, ĕçре сусăрланнипе е урăх сăлтавпа сывлăх хавшанипе çыхăннă тĕслĕхсенче/, Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсене, политика репрессийĕнчен сиен тÿснĕ Раççей Федерацийĕн гражданĕсене, пенсионерсене, правăна пăснăран çул çитменнисен ятарлă учрежденийĕсене лекнисене тата ыттисене те. Пулăшупа республикăри Адвокатсен палати ятарлă списока кĕртнĕ адвокатсем тивĕçтереççĕ. Асăннă списокра паянхи кун 96 адвокат шутра тăрать /вĕсен хушамачĕсемпе тата телефонсен номерĕсемпе пирĕн министерствăн тата Адвокатсен палатин сайчĕсене кĕрсе паллашма пулать/.

Маларах асăннă категорине кĕмен граждансем те чрезвычайлă е васкавлă лару-тăрура тÿлевсĕр юрист пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ. Çапла тăвас тесен вĕсен адвокатпа /Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт/ тĕл пуличчен маларах Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствинчен ирĕк илмелле. Тÿлевсĕр юрист пулăшăвĕпе тивĕçтерекен патшалăх шутне кĕмен центрсем, республикăри ĕç тăвакан власть органĕсем е вĕсен тытăмĕнчи учрежденисемпе консультаци пункчĕсем, халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен уйрăмсем, нотариус кантурĕсем те хăйсене пырса тивекен ыйтусемпе халăха тÿлевсĕр юрист пулăшăвĕ пама тивĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code