Раççей Президенчĕ Владимир Путин çулталăк вĕçĕнче çулсеренех журналистсемпе тĕл пулать. Раштавăн 20-мĕшĕнче шучĕпе 14-мĕш хут иртнĕ пресс-конференцире те çивĕч ыйтусем çĕкленчĕç.
Çĕршыв мĕнле аталаннине Раççейĕн экономикин тата социаллă пурнăçĕн 10 уйăхри кăтартăвĕсем палăртаççĕ. Президент палăртнă тăрăх, федераци бюджечĕ 2011 çултанпа профицитлă. Кăçал 10 уйăхра ВВП 2 процент ытла ÿснĕ, инфляци 4 процентран кăшт çеç иртнĕ. Нумаях мар пулин те, тупăш пайĕ ÿснĕ. Ĕçсĕрлĕх кăтартăвĕ 5,2 процентран 4,8 процента чакнă, çынсен кун-çулĕн тăршшĕ 72,9 çулпа танлашнă.
Аталанассинче, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртессинче наци проекчĕсем ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пынин витĕмĕ пысăк, вĕсене пурнăçлама 20,8 триллион тенкĕ пăхса хăварнă. Инфратытăм аталанăвне 12 пайран йĕркеленĕ. В.Путин палăртнă тăрăх, ял хуçалăхĕн аталанăвĕ ÿсĕмлĕ, çитес вăхăтра унăн экспорчĕ хĕç-пăшал экспортĕнчен иртмелле. Тĕл пулура çÿп-çап ыйтăвне те хускатнă май малашне ăна тирпейлес индустрие ĕçе кĕртмеллине çирĕплетрĕ ертÿçĕ. Çакна тĕпе хурса 2020 çулччен çĕршывра 200 завод хута ямалла.
Санкцисем пирки сăмах пуçарсан Владимир Владимирович çапла хурав пачĕ:
– Санкцисем Раççее анчах мар, пурне те сиен кÿреççĕ. Пирĕн çĕршыва хирĕç çирĕплетнĕ чарусене пула Евросоюз 500 миллиард яхăн евро çухатнă. Пирĕншĕн те сиенлĕ витĕм çук мар, çапах та вĕсем «пуç мимине» вăйлăрах ĕçлеттерме, импорта улăштаракан производствăна аталантарма хистеççĕ.
Бензин хакĕ ÿсни те калаçтарать. Президент 2019 çулхи пуш уйăхĕччен Раççейре топливо хакне ÿстерме сăлтав курманнине пĕлтерчĕ. Вĕсен хакĕ хăпарасси тĕнче рынокĕнче нефть хакĕ хăпарнинчен килет, Правительство хаксене хăпарасран чарма мерăсем йышăнмасть мар. «Пенси тытăмĕпе çыхăннă реформăна, тен, пăрахăçламалла мар-и;» ыйту çине хуравланă май ертÿçĕ пенси çулĕн ÿсĕмĕ ĕçлекенсемпе ĕçлеменнисен шутĕнчен килнине палăртрĕ: «Ыйтăва «хупма та юрать пек», 5-7 çул лăпкă пурăнăпăр, анчах та 5-7 çултан ку ыйтăва каллех çĕклеме тивĕ. Ун чухне куçăм тапхăрĕсем пулмĕç… Çаксем объективлă кăтартусем. Вĕсенчен эпир ниçта та тарса ÿкеймĕпĕр».
Пресс-конференцире халăха пăшăрхантаракан ытти ыйтусене те хускатрĕç.
ХАКЛАВ
Зевдет САЛАХУТДИНОВ, Сăрьелĕнчи культура çурчĕн директорĕ, Елчĕк районĕнчи Депутатсен пухăвĕн депутачĕ:
– Тÿрĕ эфир вăхăтĕнче ыйтусем çине хуравланă май Владимир Владимирович халăха чылай пулăмпа тата цифрăсемпе паллаштарчĕ. Пĕрремĕш ыйту наци проекчĕсемпе çыхăннăскер пулчĕ. Наци проекчĕсем обществăра тĕрĕслĕхе çирĕплетме тата чухăнлăхра пурăнакансен шутне чакарма пулăшассине çирĕплетрĕ ертÿçĕ. Çакна вăл «Раççейре социализма чĕртсе тăратма май пур-и?» ыйтăва хуравланă май палăртрĕ: «Чĕртсе тăратма май килмĕ, анчах унăн хăш-пĕр элементне ĕçе кĕртме май пур».
Илья ЛЕВЫЙ, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ваттисен канашĕн ертÿçи.
– Çĕршыв ертÿçипе журналистсем хушшинче иртнĕ тĕл пулура халăха пăшăрхантаракан тата интереслентерекен ыйтусем чылай пулчĕç. Пресс-конференцин пĕлтерĕшĕ халăхшăн та, Президентшăн хăйĕншĕн те пысăк, мĕншĕн тесен массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем урлă халăх шухăшне, тĕрлĕ вырăнти лару-тăрăва уççăнрах пĕлме тата хаклама май пур.
Тĕл пулура çĕршыв хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ыйту çивĕччисен шутĕнче пулчĕ. Президент сăмахĕсем урлă паянхи кун Раççей хÿтлĕхĕ, оборона тытăмĕн никĕсĕ çирĕппине туятпăр. Çакă малашлăха шанăçлăн пăхма май парать, хавхалантарать.