Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Яваплăха туйтăр кашни

Яваплăха туйтăр кашни

Çулталăк вĕçленсе пынă май пур ĕçре те кăтартусене пĕтĕмлетеççĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртаççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый ертсе пынипе иртнĕ райадминистраци çумĕнчи административлă комиссин черетлĕ ларăвĕнче сÿтсе явмалли чылай пулчĕ.

Кăçалхи 11 уйăхра мĕнле ĕçлени пирки уйрăммăн чарăнса тăрас пулсан çакна каламалла: отчетлă тапхăрта административлă комисси йышĕнчи должноçри уполномоченнăйсем – полици, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçченĕсем хутшăннипе административлă право йĕркисене пăхăнман 7 гражданин тĕлĕшпе пухса хатĕрленĕ материалсене тишкернĕ. Паллах, вĕсене саккунпа килĕшÿллĕн явап та тыттарнă.

Ларура «Чăваш Республикинче административлă право йĕркине пăсни çинчен» калакан Чăваш Республикин Саккунĕн 10.3 статйин 1 пайĕпе, 15 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн палăртнă – харпăрлăх хуçисем пурăнмалли шута кĕмен çуртсемпе сооруженисене тытса тăрассине, фасадсене, шыв юххисене, архитектура тĕлĕшĕнчи ытти пайсене юсассине кирлĕ пек йĕркелесе çитерейменнин е яллă вырăнсенче килти выльăх-чĕрлĕхе усранă чухне пурнăçламалли йĕркесене пăхăнманнин тĕлĕшпе çырнă протоколсене пăхса тухнă, тивĕçлĕ мерăсем йышăннă.

Чăваш Республикинчи Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви муниципаллă районсемпе хула округĕсенчи административлă комиссисем кăçалхи 11 уйăхра мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнипе паллашнă май Леонард Левый çапла каларĕ: «Саккунпа килĕшÿллĕн пурнăçланакан административлă комиссин ĕç тухăçлăхне ÿстермелле».

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code