Воскресенье, 6 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тимлĕ çынна – пысăк тав

Тимлĕ çынна – пысăк тав

Юлашки кунсенче талăкĕ-талăкĕпе асар-писер тустарнă çил-тăманра, çулсене юр хÿсе кайнăран, ялсене кĕрсе çÿреме çăмăл пулмарĕ.

Апла пулин те эпир, Тăрмăш ялĕнче пурăнакансем, вырăнти «Урожай» ООО директорĕ Вячеслав Кузнецов тимлĕ пулнине кура, çул-йĕр нушине вуçех курмастпăр. Трактор çине ларса вăл хăй кашни кун çулсене юртан тасатма тухрĕ. Ырă кăмăллă çынна пархатарлă ĕçĕшĕн пĕтĕм ял-йыш тав тăвать.

В.СОЛОВЬЕВА,
ĕç ветеранĕ, Тăрмăш ялĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code