Учетра тăракан ăнăçсăр тата тулли мар çемьесем яланах тимлĕхре.
Кану кунĕсенче районти полици пайĕн, райадминистраци çумĕнчи ачасене тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин членĕсем, вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн, халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр тата пушар хурал ĕçченĕсем пĕрлехи рейдсем йĕркеленĕ.
Вĕсем маларах асăннă çемьесенче пулса пурнăç условийĕсемпе паллашнă, ачасене Хĕл Мучипе Юр Пикен парнисемпе сăйланă.
Л.ЕГОРОВА.