Хальхи тĕрлĕ технологи аталаннă вăхăтра çамрăксем хушшинче электронлă сигарет анлă сарăлчĕ.
Электрон сигаретсем ахальлисенчен те сиенлĕрех. Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ палăртнă тăрăх, электронлă сигаретран тухакан пăс сĕтел-пукан, çи-пуç, урай çине ларать. Çакă туртаканшăн кăна мар, ун таврашĕнчи çынсемшĕн те питĕ сиенлĕ. Ахаль пирус туртнă пекех ÿпке, пуç мими, чĕре сиенленет. Астма аталанать, ÿпке шыçăнать тата ытти тĕрлĕ чир-чĕр çулăхать. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕпе аслисен çамрăксене сиенлĕ йăларан хăтăлма пулăшмалла.
А.МОЛОСТВОВ.