Понедельник, 22 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ, малашлăхри тĕллевсем те паллă

Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ, малашлăхри тĕллевсем те паллă

Çулталăк пуçламăшĕнчи хăнăхнă йăлапа ĕнер ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенчи выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 2018 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, ял хуçалăх организацийĕсем черетлĕ çур аки ĕçĕсене ирттерме хатĕрленнин, инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртес тĕлĕшпе ума илнĕ тĕллевсем мĕнле пурнăçланнин ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç, малашлăх тĕллевсене палăртрĕç. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннипе иртнĕ канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пычĕ.

Палăртнă тĕп ыйтусем пирки район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов чарăнса тăчĕ. Куллен, çулталăк тăршшĕпех тупăш кÿрекен выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май чи малтан çакăн пирки чарăнса тăратпăр: отчетлă тапхăрта пĕтĕм категорири хуçалăхсенче пурĕ 3302,5 тонна аш-какай, 34348,1 тонна сĕт туса илнĕ. 2017 çулхипе танлаштарсан, сĕтлĕ ĕне выльăхран ытларах продукци туса илме пултарни савăнтарать. Анчах аш-какай пирки çакна калаймăн – ял хуçалăх предприятийĕсенче ăна малтанхинчен 28,1 тонна, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче 4,8 тонна сахалрах туса илнĕ. Çитменлĕхсен сăлтавĕ те хамăртах. Мĕншĕн тесен отчетлă тапхăрти çак кăтартусене тишкерÿллĕ куçпа хакланă май, «Яманчурино», «Победа», «Энтепе» ОООсенче, «Рассвет», Ленин ячĕллĕ ЯХПКсенче тивĕçлĕ шайри пулнине палăртатпăр пулсан, «Труд» ЯХПКра, «Урожай», «Эмметево» ОООсенче, «Комбайн» ЯХПКра виçĕмçулхипе танлаштарсан 3-123 тонна сахалрах аш-какай туса илнине те йышăнма тиветех. Çакă, паллах, «Кушка» ЯХПК фермăри пĕтĕм ĕне выльăха /208 пуç/ «тĕп тунипе», П.Прохоров, А.Севриков, С.Прокопьев, С.Бобин, Ю.Амаюков хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем хăйсен ĕçне чарса лартнипе те çыхăннă. Апла пулин те районĕпе пĕтĕмпе шутланса тăма тивĕçлĕ ĕне выльăхсен хисепĕ чакман, пачах тепĕр майлă, вĕсене малтанхинчен 236 пуç ÿстерме те май килнĕ. Çапла майпа кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕм категорири хуçалăхсенче 14753 пуç ĕне выльăх, çав шутран 5898 пуç сăвăнакан ĕне, районти фермăсенче 7526 пуç сысна шутланать. Хальхи вăхăтра вĕсене «Прогресс» АХОра, Ленин ячĕллĕ, «Рассвет», «Комбайн» ЯХПКсенче анчах ĕрчетеççĕ. «Эмметево» ООО иртнĕ çултан тытăнса çак ĕçе пăрахăçлама çирĕп шухăш тытнă. Çак йышăну тĕрĕс е тĕрĕс мар – ăна вăхăт кăтартса парĕ.

«Победа» ООО, «Сатурн» ЯХПК, «Эмметево» ООО пĕр ĕнерен чи нумай сăвассипе сарăлнă ăмăртура анчах мар, 2017 çулхипе танлаштарсан, пĕтĕмпе продукци туса илессин кăтартăвĕсене те пуринчен ытларах ÿстерме пултарнисен хисепĕнче. «Победа» ОООра, тĕслĕхрен, иртнĕ çул пĕтĕмпе – 2160, виçĕмçулхинчен 130 тонна, «Сатурн» ЯХПК – 153, «Эмметево» ООО 238 тонна ытларах «шурă ылтăн» туса илме пултарнипе палăрнă. Пĕр ĕнерен сĕт сăвассипе яланхи пекех «Победа» ООО чи малти – 7854 килограмм. «Эмметево» ООО кăтартăвĕ – 6557, «Сатурн» ЯХПКн 6369 килогрампа танлашнă.

Самăртма хупнă ушкăнсенчи ĕне выльăха, сыснасене ÿт хуштарассипе, пĕтĕмĕшле илсен, ял хуçалăх предприятийĕсенче япăх мар ĕçлени куçа курăнать. Мăйракаллă шултăра выльăхсем пĕр талăкра – 760, сыснасем 548 грамран кая мар ÿт хушнă.

– Çывхартнă çитĕнÿсем – чикĕ мар. Малашне тата лайăхрах ĕçлемелле, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин. Райадминистраципе ЧР Ял хуçалăх министерстви килĕшсе кашни çул йышăнакан тĕллевсем те паллă. Вĕсене ирттерсе пурнăçлама, çапла майпа ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем кăçал та иртнĕ çулхинчен кая мар аш-какай, сĕт туса илме çирĕп тĕллев илеççĕ.

Çĕнĕлĕхсене алла илессине тĕп вырăна хумалла. Паянхи куншăн çакă кун йĕркинчи тĕп ыйту пулса тăма тивĕçлĕ. 2018 çулта районта хута яма палăртнă объектсене тĕрлĕрен сăлтава пула ĕлкĕртейменнине шута илсен, кăçал ку енĕпе тата ытларах вăй хурса ĕçлемелли каламасăрах паллă. Унсăр пуçне, Б.Головин хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче, «Комбайн», «Яманчурино», «АСК-Яльчики», «Рассвет» хуçалăхсенче çĕнĕ инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртме шутланине те тивĕçлипе хакламалла.

Çур акине тухмалли вăхăт кĕскелсе пырать. Çакна асра тытса ял хуçалăх организацийĕсем çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе, минераллă удобренисемпе саппасланаççĕ. Районĕпе хатĕрленĕ вăрлăхăн 65 проценчĕ акма юрăхлă кондицие тивĕçнĕ. Ял хуçалăх культурисен чи лайăх сорчĕсене акса хăварма, вĕсене тăтăш çĕнетсе пыракан хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсенче кăçал элита репродукцири вăрлăхсемпе тата ытларах усă курма палăртаççĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code