Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Лайăх ĕçĕпе ырă ятлă вĕсем

Лайăх ĕçĕпе ырă ятлă вĕсем

Ĕнесене хĕлĕн-çăвĕн куллен виçĕ хутчен сăвассине нумай çултанпа çирĕп йĕркелесе пыракан «Победа» ОООри фермăна шăпах кăнтăрлахи сăвăм вăхăтне çитрĕмĕр. Николай Головин директор пире хăйпе пĕрле унта кайса курма сĕнни тĕрĕс те пулчĕ, çакă лару-тăрăва лайăхрах ăнланма тата тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем тума май пачĕ.

Анжела Яковлева, Оксана Жукова тата Анна Константинова операторсем ĕнесене ятарлă залра сума хатĕрленнине сăнама кăсăклă пулчĕ. Владимир Сергеев /ăна ятарласа çак ĕçе çирĕплетнĕ/ пĕр харăсах 28 ĕнене блоксене кăкармасăр вырнаçтарнă хыççăн хĕрÿ ĕç пуçланчĕ. Вăр-вар хĕрарăмсен аллисем выляса анчах тăнăн туйăнчĕç. Кашни ĕне миçе литр сĕт антарнине те çийĕнчех пĕлме пулчĕ – çакна ятарласа вырнаçтарнă датчиксем кăтартаççĕ.

Ĕлĕкхи вăхăтра фермăра нушаланнă – пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă дояркăсем хальхи вăхăтри условисене курсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнĕç. Ĕç паракан – «Победа» ООО дирекцийĕ, пушшех, çын факторне малти вырăна хума кирлине лайăх ăнланать. Ахальтен мар ял хуçалăх предприятийĕ çак енĕпе тĕслĕх пулса тăрать. Кунта тахçанах ?унтанпа 13 çул иртнĕ/ ĕне фермине тĕнче шайĕнчи стандартсене шута хурса реконструкци тунă – ĕнесене ятарлă залра сăваççĕ. Çĕнĕ технологисемпе пĕлсе, анлăн усă курнăран ĕç тухăçлăхĕ пысăк, производство кăтартăвĕсем кашни çул ÿссе пыраççĕ. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе 2018 çулта мĕнле ĕçленине тишкерес пулсан та çакна çирĕплетсех калама пулать. Отчетлă тапхăрта пурĕ 1487 центнер /2017 çулхинчен 2 процент ытларах/ аш-какай, 21598,5 центнер /6 процент ытларах/ сĕт туса илнĕ. Усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне шутласан, аш-какай туса илнин кăтартăвĕ 108 центнерпа, сĕтĕн – 1567 центнерпа танлашать. Пĕр ĕнерен 7854 килограмм сĕт сунă. Рекордлă кăтартусем! Мăйракаллă шултăра выльăхсем пĕр талăкра вăтамран – 897, самăртма хупнă ушкăнри ĕне выльăх 1120 грамм ÿт хушнă. Пĕтĕм ĕçе тухăçлă йĕркелесе пыракан ял хуçалăх предприятийĕнче ĕç укçи те чи пысăкки. Иртнĕ çул пĕр ĕçлекен çын пуçне вăтамран 21997 тенкĕ пулнă.

OLYMPUS DIGITAL CAMERA

Пысăк çитĕнÿсен вăрттăнлăхĕ мĕнре; Директора лариччен нумай çул производствăн вăтам сыпăкри ĕçне – выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассине йĕркелесе пынă Николай Головин ĕне пуласси пăрусем мĕнле ÿссе çитĕннинчен килнине пит аван ăнланса çитнĕскер:

– Ĕнесем пăруланă кунран тытăнсах пăрушкасене лайăх пăхма тăрăшатпăр. Пĕр уйăха çитиччен вĕсене таса сĕтпе анчах тăрантаратпăр. Каярахри рационра пастеризациленĕ сĕт тĕп вырăн йышăнать.Унпа усă курни пăрусен вар-хырăмĕ пăсăласран, вĕсен черчен организмĕ çамрăклах халсăрланса, хавшаса юласран сыхласа хăварма пулăшать, – терĕ.

Сĕте вырăнтах пастеризацилеççĕ. Кĕпе çăвакан машина евĕрлĕ агрегата урăхла «молочное такси» теççĕ. Вĕсем кунта иккĕ те.

Пĕчĕк пăрушкасем валли хатĕрлекен ытти апат та чи лайăххи: пахалăхлă çемçе утă, экструзивлă – протеинпа, белокпа пуян пăрçапа урпа, куккуруспа тулă хутăшĕ тата ытти хушма апатсем. Антонина Платонова, Раиса Дмитриева, Галина Козлова пăрусене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерессишĕн 6 уйăх канăçа пĕлмесĕр вăй хураççĕ.

Ун хыççăн вăкăр-пăрусене самăртма Маргарита Курицына тата Ирина Матвеева аллине шанса параççĕ. Лайăх ĕне пулма ятуллă пÿ-силлĕ выльăха пушмак пăрусен ушкăнне куçараççĕ. Вĕсене пăхма Алевтина Общинăпа Ольга Романовăна çирĕплетнĕ.

…Сăвăнакан ĕнесен кĕтĕвне тăтăш çĕнетсе, кашни çул 30 процент ытла çĕнĕ пушмак пăрусем хутăштаракан ял хуçалăх предприятийĕнче ĕнесен продуктивлăхĕ хĕлле те, çулла та пысăк. Хальхи вăхăтри кулленхи сăвăм 22,5 килогрампа ?иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 2,4 килограмм ытларах/ танлашать. Ÿсĕмсен пĕр вăрттăнлăхĕ ĕне выльăха пахалăхлă апатпа, тулли рационпа тивĕçтерни, тепри – çирĕп йĕркепе килĕшÿллĕн ĕçленинче, ĕнесене ирлĕ-каçлă анчах мар, кăнтăрла та сунинче тесе шутлаççĕ.

Зинаида Свекловăпа Владимир Михайлова шанса панă пăрулаттаракан уйрăмри условисем те паянхи кун ыйтăвне туллин тивĕçтереççĕ. Пĕр харăсах 100 пуç ĕне выльăха вырнаçтарма май паракан çак витене те вĕр çĕнĕ темех пулать – ăна çулталăк каялла анчах хута янă. Кунта та апат сĕтелĕ вырнаçтарнă, ĕнесене кăкармасăр усраççĕ. Лайăх тапратса тин пăруланă, çиллисене аран йăтса тăракан ĕнесен айсарăмне мĕншĕн çакăн пек хулăн сарнине ăнкарса илме те йывăр пулмарĕ – çапла туни вĕсен нумай сĕтлĕ, пысăк çиллисене упраса хăварма пулăшать.

Галина Трофимова зоотехник, ыттисем те: Николай Дергунов, Николай Логинов, Елена Шекерова, Сергей Кирюхин, Николай Герасимов, Сергей Козлов, Олег Осипов, Владимир Козлов… – пурте хăйсен ĕç вырăнĕнче.

Ферма территорийĕнче çулталăк тăршшĕпех ĕçлекен хăтлă столовăйра шăпах кăнтăрлана пĕçернĕ вĕри апат пăсланать. Поварсем – Валентина Зайцевăпа Людмила Емельянова ĕçченсене апата йыхравларĕç.

Светлана АРХИПОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсенче: Зинаида Свекловăпа Владимир Михайлов тин пăруланă ĕнесене ача пек юратса пысăк тимлĕх уйăраççĕ; пысăк сăвăм ăстисем – Оксана Жукова, Анна Константинова, Анжела Яковлева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code