Понедельник, 15 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Экзаменсемпе çыхăннă çĕнĕлĕхсем

Экзаменсемпе çыхăннă çĕнĕлĕхсем

Кĕçех 9-мĕш тата 11-мĕш классенчен вĕренсе тухакансен патшалăх экзаменĕсем тытма та вăхăт çитет. Кăçал ку енĕпе улшăнусем пур-ши?

Редакцие килнĕ шăнкăравран.

Шăпах çак ыйтусем тавра калаçнă та иртнĕ кунсенче ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствинче ирттернĕ пресс-конференцире. ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Алевтина Федорова палăртнă тăрăх, çак вĕренÿ çулĕнчен 9-мĕш класс вĕренекенĕсем валли вырăс чĕлхипе пĕтĕмлетÿ калаçăвĕ /итоговое собеседование/ кĕртнĕ. Çак тĕрĕслев хыççăн çеç тăххăрмĕшсене тĕп экзамен тыттарĕç.

Вырăс чĕлхипе пĕтĕмлетÿ калаçăвĕн тĕп тапхăрĕ февралĕн 13-мĕшĕнче иртĕ. Ăнăçлă хуравлайманнисем е мĕнле те пулин сăлтава пула калаçăва хутшăнайманнисем валли март уйăхĕн 13-мĕшне тата май уйăхĕн 6-мĕшне палăртнă. Пĕтĕмлетÿ калаçăвне хутшăнакансен тăватă ĕçе пурнăçламалла: текста сасăпа вуламалла, ăна хушма информаципе, суйласа илнĕ пĕр-пĕр темăна шухăша вăрăммăн каласа памалла тата экзаменаторпа диалог йĕркелемелле. Ĕçе пурнăçлама кашнине вăтамран 15 минут параççĕ. Сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакрах ачасене, сусăрсене тĕп калаçăва 30 минута тăсма пултараççĕ.

Пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ çинчен аттестат илес тесен тăххăрмĕшсен 4 экзамен тытмалла: вырăс чĕлхипе тата математикăпа, тепĕр иккĕшне ачан хăйĕн суйламалла.

М.ЧЕРНОВА.

х х х

11-мĕш класран вĕренсе тухакансем аттестат илме йăлана кĕнĕ пекех вырăс чĕлхипе тата математикăпа /тĕп е профиль шайĕ/ экзамен тытĕç. Тепĕр икĕ предмета хăйсем суйлĕç. Аттестатлă пулас тесен математикăпа пĕрлехи патшалăх экзаменне «3» паллăлăх та пулин тытмалла, вырăс чĕлхипе 24 балран кая пулмалла мар. Аслă шкула кĕрес тесен вара чи пĕчĕк балл виçи урăхларах: вырăс чĕлхипе – 36, профильлĕ математикăпа – 27.

2019 çулта патшалăх экзаменĕ тытакансем валли, математикăсăр пуçне, пысăк улшăнусемех çук. Шкултан вĕренсе тухакансен тĕп тата профиль шайĕсенчен пĕрне çеç суйлама юрать.

– Ют чĕлхе пирки калас пулсан, – палăртнă Алевтина Николаевна, – кăçалтан акăлчан, француз, нимĕç тата испан чĕлхисемсĕр пуçне вĕренекенсем китай чĕлхипе те патшалăх экзаменĕ тытма пултарĕç. Хальлĕхе ăна Чăваш Ен шкулĕсенче вĕрентмеççĕ-ха, анчах ачасем ăна республикăри тĕрлĕ вĕренÿ центрĕнче ăса хывма пултараççĕ. Экзамен тытас тесен йышăнакан пур.

Çакна та палăртни вырăнлă пулĕ: кашни аслă шкул хушма балсем палăртать. Калăпăр, ЧППУ ректорĕ Владимир Иванов палăртнă тăрăх, вĕсем педагог профессине кăмăллакан абитуриентсене хапăлласа йышăнаççĕ, çавăнпа обществăри ĕçĕсене, волонтер пулнине, аслă шкул ирттернĕ олимпиадăсене хутшăннисене лайăх пăхаççĕ.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн Профориентаци центрĕн ертÿçи Ольга Васильева каланă тăрăх, аттестатра пĕтĕмĕшле пĕлĕве аван паллăсемпе хакланă пулсан ку И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна вĕренме кĕме балсем хушса парĕ, çавăн пекех ГТО «ылтăн» е «кĕмĕл» паллисем те, волонтер ĕçне хутшăнни те, университет ирттернĕ ăс-хакăл, пултарулăх ăмăртăвĕсемпе конференцисенче çĕнтерни те çăмăллăх кÿрĕ.

Е.НИКИФОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code