Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ашшĕсен патрулĕ

Ашшĕсен патрулĕ

Декабрь уйăхĕн вĕçĕнче Раççейре «Отцовкий патруль. Мы ГоТОвы!» акци старт илнĕ. Вăл мартăн 10-мĕшĕччен пырать.

Пирĕн республикăра ăна Чăваш Енри ача прависемпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ тата Ашшĕсен канашĕ йĕркелесе ертсе пыраççĕ.

Ачаллă çемьесем хушшинче сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас, çемье спорчĕпе канăвне аталантарас, ГТО нормисене пурнăçлассине анлăлатас тĕллевпе йĕркелекен мероприятисен планĕ пуян. Ку ĕçе Чăваш Енри Ашшĕсен канашĕ, министерствăсемпе районсен администрацийĕсем, спорт тата вĕренÿ учрежденийĕсем пысăк тÿпе хывĕç.

Акци вăхăтĕнче тĕрлĕ тĕл пулу, спорт уявĕсем, ăмăртусем, ГТО фестивалĕ тата ытти те иртмелле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code