Шупашкарти районсем хушшинчи çут çанталăк сыхлавĕн прокуратури 2017 çулхи май уйăхĕнчи тĕрĕслев вăхăтĕнче «Юрма» агрохолдинг» ООО ял хуçалăх тĕллевлĕ 12 гектар çинчи çĕр лаптăкне вараласа сиенленине – хире тăкнă кайăк-кĕшĕк тислĕкĕнче йывăр металсен хисепĕ нормăран ытлашши пулнине тупса палăртнă. «Юрма» агрохолдинг» ООО тăван тавралăха 144 миллион тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Прокуратура следстви органне ярса панă ку тĕлĕшри материалсем тăрăх РФ Уголовлă Кодексĕн 254 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн уголовлă ĕç пуçарнă. Айăпшăн 200 пин тенкĕ таран штраф кĕтет, е 2 çул таран юсанса тÿрленмелли, е 480 сехет таран обязательнăй ĕçсене пурнăçлама тивĕ.