Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Раççей почти пулăшу кÿрет

Раççей почти пулăшу кÿрет

Чăваш Енре пурăнакансем цифра телекуравĕ çине куçма приставкăсемпе антеннăсене республикăри почта уйрăмĕсенче те туянма пултараççĕ. Хальхи вăхăтра çыхăну уйрăмĕсен клиенчĕсем кирлĕ оборудованисене хапăлласах туянаççĕ.

Цифра приставкисемпе антеннисене регионти 120 уйрăмра туянма пулать. DENN /Китай/ маркăллă приставкăсем 935 тенкĕрен пуçласа 1940 тенкĕ, антенна 1160 тенкĕ тăраççĕ.

– Чăваш Енри почта уйрăмĕсен 80 проценчĕ ялсенче вырнаçнă, вĕсенче продукцисен ассортименчĕ пысăках мар пулсан цифра приставкисене республикăн кирек хăш уйрăмне çитерме те майсем çителĕклĕ пирĕн. Çавăнпа та ял халăхне кирлĕ оборудование вырăнтах туянма мелсем туса паратпăр, – тет Чăваш Республикинчи УФПС директорĕ Владимир Тимофеев.

Калас пулать, пÿлĕм антеннисене, приставкăсене, тÿлевсĕр телекуравпа усă курмалли комплектсене çавăн пекех market.pochta.ru онлайн площадкăра заказ пама пулать. Клиентсем тавара харпăр хăй ялсенчи почта уйрăмĕсенче заказ пама пултараççĕ. Ăна заказ панă чухне те, таварсем килсен те тÿлеме пултараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code