Иртнĕ шăматкун Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул территорийĕнчен илтĕнекен илемлĕ юрă-кĕвĕ райцентр çийĕн çеç мар, тавра ялсене çитиех саланчĕ. Ирхине тĕтре кармашатчĕ, йывăçсене пас тытса шап-шурă тум тăхăннăччĕ-ха. Тăхăр сехет иртсен вара, хĕвел çÿлерех кармашнă май, хăйĕн пайăркисене ăшшăн сапалама пуçларĕ, çанталăк янкăр та уяр тăчĕ, шухă çилĕ те таçта кайса çухалчĕ. Çуркунне çывхарса пынине систерсе асфальт çинчи юр ирĕлчĕ, пÿрт тăррисенчен тумла юхрĕ. Сăмсана шашлăк шăрши кăтăкларĕ. Çакăн пек ырă та кăмăллă кун районта «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2019» массăллă чупу иртрĕ. Халăх нихçанхинчен йышлă пухăнчĕ хĕллехи спорт уявне. Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçса район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Чăваш Республикинчи ачасен прави енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина йĕлтĕр спортне юратакансене, çамрăк спортсменсене, физкультурăпа туслă çынсене лайăх та çирĕп кăмăл-туйăм, ăнăçлă ярăну тата хаваслă кану сунчĕç.
Кăçал çĕршывăмăрта 37-мĕш хут иртекен «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупăва районти шкулсенче вĕренекенсем уçрĕç. Чи малтанах пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенчи йĕлтĕрçĕсем старта тухрĕç. Эстафетăпа чупса пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене Аслă Таяпа шкулĕнче вĕренекенсем тивĕçлипе йышăнчĕç. Виççĕмĕш вырăнта – Патреккелсем. Вăтам шкулсенчен Елчĕк шкулĕн ачисем маттуртарах пулни тÿрех курăнчĕ. Вĕсем йĕлтĕрпе ярăннине курма кăмăллă: питĕ илемлĕ ярăнаççĕ, çиçĕм пек вирхĕнеççĕ. Елчĕксен икĕ команди малти вырăнсене йышăнчĕ, виççĕмĕшсем – Çирĕклĕ Шăхальсем.
Унтан кĕçĕн классенче вĕренекен арçын ачасем, вĕсем хыççăн хĕр ачасем йĕлтĕр йĕрĕ çине тухрĕç. Пĕчĕккисем те йĕлтĕр çинче лайăх тăраççĕ. Апла пулсан ашшĕ-амăшĕ сывă пурнăç йĕркине кăмăллать. Çулсеренех массăллă чупусенче çемьесене йышлăн асăрхатăн. Тăрăмри Баймушкинсене, Курнавăшри Ивановсене, Елчĕкри Васильевсене, Петровсене, Яманчÿрелĕнчи Рахмуллинсене тăтăшах йĕлтĕр йĕрĕ çинче курма пулать. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ачисем те çулталăкра пĕрре иртекен массăллă чупура кăна мар, ытти чухне те йĕлтĕрпе ярăнса ÿт-пĕвне пиçĕхтереççĕ.
Кăçал тата Елчĕкри «Шевле» ача садĕнчи 3-6 çулсенчи Изабелла Зинькова, Александр Головин, Михаил Зиньков, Карина Орехова, Роман Павлов йĕлтĕр сырса ярăнма тухнă.
Йăлана кĕнĕ VIP-чупăва район ертÿçисемпе пĕрле райадминистрацин структура подразделенийĕсен, организаци, предприяти, учреждени пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Ушкăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пычĕ. Палăртнă дистанцие старта тăнă кашни ертÿçĕ чыслăн чупса тухрĕ.
Вĕсен пит-куçĕнче хăйне евĕр савăнăç çиçрĕ, ÿт-пĕвĕ хĕрÿлĕхпе тулни сисĕнчĕ. Ертÿçĕсенчен финиша чи малтан Борис Головин /Кĕçĕн Таяпари хресчен /фермер/ хуçалăх пуçлăхĕ/ çитрĕ. Иккĕмĕш вырăна «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Малышкин йышăнчĕ. Кăçал Валерий Архиповăн /Елчĕкри искусство шкулĕн директорĕ/ виççĕмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ.
Хĕрарăмсенчен районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Алина Васильева /районти терапевт/ финиша чи малтан çитрĕ. Ун хыççăнах – районти централизациленĕ тĕп библиотека директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Сайкина. Виççĕмĕш вырăна районти нумай функциллĕ центр ертÿçи Людмила Викторова йышăнчĕ.
1-4 классенче вĕренекенсенчен Мария Яковлева /Аслă Елчĕк/, Екатерина Васильева, Ксения Нягина, Данил Рахмуллин, Сергей Баймушкин, Алексей Федоров /Елчĕк/ дистанцие ăнăçлă вĕçлерĕç, призерсен йышне кĕчĕç.
Елчĕк шкулĕнчи 5-9 классенче пĕлÿ пухакан Виктор Райковпа Юлия Краснова пĕрремĕш, Денис Ивановпа Алина Петрова иккĕмĕш, Никита Ивановпа /Патреккел/ Кристина Егорова /Елчĕк/ виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.
Елчĕк шкулĕнчи йĕлтĕр йĕрĕ шкул ачисене уроксем хыççăн та хăй патне кăчăк туртать. Ахальтен мар вĕсем хĕллехи спорта çав тери кăмăллаççĕ. 10-11 классенче вĕренекенсем хушшинче Екатерина Агеева, Ирина Петрова, Ксения Можаева, Александр Чернов, Дмитрий Борисов, Павел Петров пĕрремĕш-виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
50 çула çитмен арçынсенчен Иван Головин /Кĕçĕн Таяпа/, Олег Головин /Кĕçĕн Таяпа/, Алексей Тихонов /Тăрăм/, хĕрарăмсенчен Татьяна Смирнова /Кĕçĕн Таяпа/, Екатерина Цыганова /Тип Тимеш/, Татьяна Филимонова /Аслă Елчĕк/ палăрчĕç.
51 çулта тата унран аслăрах арçынсенчен яланхиллех Михаил Скворцова /Кĕçĕн Таяпа/, хĕрарăмсенчен Валентина Немцевăна /Елчĕк/ çитекеннисем пулмарĕç. Римма Парферьевăпа /Аслă Пăла Тимеш/ Михаил Куприянов /Ĕнел/ – иккĕмĕш призерсем. Виççĕмĕш вырăна Елена Степанова /Тÿскел/, Валерий Изратов /Кавал/ йышăнчĕç.
Çирĕпленнĕ ырă йăла тăрăх, йĕлтĕр йĕрĕ çине тăнă чи çамрăк тата чи аслă çынна палăртрĕç. Чи çамрăкки – 2017 çулхи Татьяна Васильева. Палăртмасăр иртес килмест, Елчĕкри Васильевсем тĕрлĕ спорт тĕсĕсене кăмăллаççĕ, çапах та хĕлле вĕсен çемйи йĕлтĕр сырмасăр пĕр кун та ирттермест. Хĕр пĕрчин асламăшне, Зинаида Петровнăна, районта кăна мар, ун тулашĕнче те лайăх паллаççĕ. Ăста йĕлтĕрçĕ-физкультурник хăй вăхăтĕнче нумай ачана спортпа туслаштарнă. Амăшĕн ĕçне малалла тăсакан ывăлĕ, Алексей Витальевич, çулсерен тĕрлĕ ăмăртусенче мала тухать. Хальхинче Катюша хĕрĕ те пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарчĕ. Татьяна та Васильевсен çемйинчи ырă йăлана малалла тăсас шанчăк пĕчĕк мар.
Елчĕкри 70 çулхи Олег Журавлев та çулсерен массăллă чупăва хутшăнать. Хĕлле йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрать пулсан, çулла вара çуран чупма кăмăллать.
Массăллă чупура мала тухнисене Н.Миллин, Е.Сапаркина, Л.Левый дипломсемпе медальсем тата асăнмалăх «Раççей йĕлтĕр йĕрĕн» кăçалхи чупăвĕн калпакне парса чысларĕç.
Чупу кашнийĕн чун-чĕрине хаваслă кăмăл-туйăм парнеленĕрен ăмăртуран пурте тулли кăмăлпа саланчĕç.
12 сехетре ял тăрăхĕсенче «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупу пысăк активлăхпа иртрĕ. Районти йĕлтĕрçĕсен эстафетине хутшăннă шкул ачисемпе спорт тусĕсем хăйсен тăрăхĕнче тепре старта тăчĕç.
ХАКЛАВ
Елена Степанова, 62 çулта. Тÿскел ялĕ:
– Сывă пурнăç йĕркине шутсăр кăмăллатăп. Хĕллехи чупăва кăна мар, çуллахине те хаваспах хутшăнатăп. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырсан пурăнас ĕмĕр те тăсăлать. Çавăнпа та çамрăксене спорта юратма чĕнетĕп.
Сергей Горшков, уйрăм предприниматель, Аслă Елчĕк:
– Спорта юратакан çын усал ĕç тумастех. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕ ачине мĕн пĕчĕкрен спорта юратма хăнăхтармалла. Предприниматель пулнă май, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене май килнĕ таран хавхалантарса пыма тăрăшатăп. Массăллă чупусене çемьепе тухни тата çĕкленÿ çуратать. Çулла çуран чупса, хĕлле йĕлтĕрпе ярăнса, хоккейла выляса ÿт-пĕве пиçĕхтерсе сывлăха çирĕплетер.
В.КИРИЛЛОВА.