Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спортпа ĕç юнашар

Спортпа ĕç юнашар

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура кулленхи пурнăçпа çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Йăлара усă курнă хытă каяшсене пухса тирпейлессине саккунпа килĕшÿллĕн йĕркелесе пынине хирĕçлессĕмĕр çук. Тепĕр тесен, Елчĕк районĕнче таса çут çанталăкшăн тăрăшса иртнĕ çулсенчех нумай ĕç пурнăçланă. Анчах иртнĕ çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерессине регион операторĕ хăй çине илнĕренпе тÿлемелли тарифсем хакланчĕç. Халăх шухăшне итлеме, шута хума, тивĕçлипе хаклама хăнăхнă вырăнти власть та, тÿррипе каласан, хальхи вăхăтра çак ыйтăва республика шайĕнче ял çынни майлă татса парасса чăтăмсăррăн кĕтет. Çавăнпах район администрацийĕн пуçлăхĕ «МВК «Экоцентр» ОООн районти уйрăмĕн специалистĕнчен Татьяна Адюковăран юлашки вăхăтра кашни канашлура тенĕ пекех ку тĕлĕшри лару-тăрупа паллаштарма ыйтать, халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсене епле йĕркелесе пынипе кăсăкланать. Коммуналлă хытă каяшсене турттарса тухнăшăн ялта пурăнакан çынсен тĕлĕшпе çăмăллăхсем йышăнасса – норматива пĕчĕклетесси пирки юлашки вăхăтра тата уççăнрах калаçнине илтме пулать. Халăх хутне кĕрсе «Единая Россия» парти те çак ĕçе хутшăнать. Пĕрлехи вăйпа пурнăçламалли тĕллевсене те пĕлетпĕр: урамсем хулăн çуса лартнă хĕллехи юртан тасалсанах ял тăрăхĕсенче регионри операторпа пĕрле çÿп-çапа вăхăтлăха вырнаçтармалли площадкăсене тăвассине вĕçлемелле. Пуçламăшĕ пур: хальхи вăхăтра вĕсене Таяпа Энтри, Лаш Таяпа, Тăрăм, Курнавăш, Патреккел, Кушкă, Аслă Таяпа, Аслă Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль ялĕсенче вырнаçтарнă, çав вăхăтрах вĕсене çыпăçуллă ăсталама та пултарнă.

Районти халăха 2018 çулта социаллă хÿтлĕх парассипе мĕнле ĕçлесе пыни тата 2019 çулхи тĕллевсем çинчен социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ирина Аникина тĕплĕн каласа кăтартрĕ.

Иртнĕ шăматкун «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» çĕршыври йăлана кĕнĕ чупу мĕнле иртни, малашне районта хоккей вăййисене тата анлăрах йĕркелесе ярасси çинчен А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ Роберт Григорьев чарăнса тăчĕ. Массăллă чупăва спорта юратакансен пысăк ушкăнĕ епле савăк кăмăлпа хутшăнни тата вĕсен шухăш-туйăмĕсем çинчен те хаçат паянхи номертех анлăн çутатать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупу ĕçне татăклăн пĕтĕмлетсе хак панă май физкультурăпа спортра массăлăха ÿстересси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулмаллине асăнчĕ. Хăшĕ-пĕрин /ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен/ çитменлĕхĕ шăпах – ушкăнпа хутшăнма тивĕçлĕ мероприятисене халăха туллин явăçтарма пултарайманни. Леонард Васильевич çакна тÿррĕнех вĕсем халăхпа çыхăнса, пĕр-пĕрне ăнланса е калаçса татăлса ĕçлеме пултарайманнипе сăлтавларĕ. Ку енĕпе Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхне Георгий Зайцева сăмах лекрĕ. Çирĕклĕ Шăхаль тата Аслă Елчĕк ял тăрăхĕсем яланхиллех /Леонид Кошкин, Валерий Афанасьев/ кирек хăш мероприятие те çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттерме пултарнипе палăрса тăраççĕ. «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупăва илес пулсан та, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем унта хутшăнакансене чыслама-саламлама вырăнти ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене, тĕрлĕ шайри депутатсемпе ялсен старостисене, ялти ытти хисеплĕ çынсене явăçтарнине тивĕçлипе хакламалла. Çакă çынсене сума суни те. Сăмах май, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнче тепĕр ырă ĕç те йăлана кĕнĕ. Кунта çар тивĕçĕсене Афганистанра пурнăçланă, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнисене асăнса тĕрлĕрен ăмăртусем йĕркелеççĕ. Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма Михаил Егоров çамрăка çирĕплетнĕренпе спорт енĕпе кунти ырă улшăнусем те куç умĕнче. Кăçалхи хĕл тапхăрĕнче хоккейла выляссипе иртнĕ ăмăртусенче ял тăрăхĕн команди пĕр турнира та выляса яман – ялан малтисен ретĕнче пулнă. Михаил Егоров хăй те спортпа туслă, хоккейла ăста вылять. Спортпа ĕç вара – ялан юнашар.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code