Елчĕкри «Автотур» территорийĕнче вырнаçнă уйрăм çыннăн – Сергей Красновăн улма-çырлапа, тĕрлĕрен пахча çимĕçпе, апат-çимĕçре усă курмалли ытти таварсемпе сутă тăвакан лавккинче кун каçипе те çын татăлма пĕлмест.
Таварсене туянакансем йышлăн пулнăран, тепĕр чухне черетре те тăма тивет. Унта кĕрсен çак тутлă, куçа илĕртекен, сывлăхшăн пит усăллă мăйăр тĕшшине /вĕсем кунта темиçе тĕрлĕ/, чăмăркка панулми-грушăна, иçĕм çырлине, апельсин-мандарина, хăяр-помидора… туянмасăр чун чăтмасть. Хуçисем те тарават – лавккаран пушă алăпа тухма май çук.
Предприниматель ĕçне йĕркелесе пырассинче ашшĕпе амăшĕ пысăк тĕрев пулса тăнине те Сергей лайăх ăнланать. Йывăрлăхсенчен хăраман, ĕçчен Анатолий Федоровичпа Марина Владимировна ывăлĕшĕн мĕн пур енĕпе тĕслĕх пулса тăраççĕ. Пуçăннă ĕçре ăна куллен хавхалантарса, пулăшса пыраççĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: техĕмлĕ улма-çырлапа сутă тăвакан Марина Краснова.
С.АНАТОЛЬЕВА.