Суббота, Февраль 22, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăван чĕлхе чи хакли

Тăван чĕлхе чи хакли

Кушкăри вăтам шкулта «Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунĕ» çавра сĕтел иртрĕ.

Унта районти чăваш, тутар чĕлхисемпе литературисене, музыка предмечĕсене вĕрентекенсем, тăван чĕлхе пĕлĕвĕн ыйтăвĕсемпе, тăван халăхăн культурипе кăсăкланакансем пуçтарăнчĕç.

Вĕрентекенсем виçĕ ушкăна пайланса ĕçлерĕç. Вĕсене А.Портнова, Г.Веникова, Т.Рыбкина вĕрентекенсем ертсе пычĕç. «Тăван ен, Елчĕк ен» тематикăлла папка пуçтарасси» темăпа Çĕнĕ Пăвари С.Павлова тухса калаçрĕ. А.Портнова «Чăваш чĕлхи урокĕнче «Ăсталăх лаççи» технологипе усă курасси» мастер-класс ирттерчĕ. Курнавăшри В.Воронова чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче интернетпа анлăн усă курни çинчен каласа пачĕ. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Н.Леваян Çеçпĕл Мишши поэтăмăрăн пултарулăхĕ тăрăх ирттерекен класс тулашĕнчи ĕçĕсемпе паллашма питĕ кăмăллă пулчĕ. Г.Веникова шкул ачисемпе тĕпчев ĕçĕсем çырса тĕрлĕ конкурссене, ял уявĕсене хутшăнни çинчен чарăнса тăчĕ. Д.Салаева тутар халăхĕн йăли-йĕркине упраса хăварас тесе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттернине палăртрĕ. Т.Рыбкина, Шăмалакри А.Егорова учительсем, «Шевле» ача сачĕн музыка ертÿçи А.Молодова урокра, класс тулашĕнче усă куракан мелсемпе меслетсемпе паллаштарчĕç, ачасемпе ирттерекен конкурссем çинчен каласа пачĕç.

Пултаруллă вĕрентекенсемпе вĕренекенсем Тав тата Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç. Ушкăнсем палăртнă ыйтусене сÿтсе явнă хыççăн малашне те пĕрле пуçтарăнса пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма калаçса татăлчĕç.

А.ИЛЬИНА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code