Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хĕл аякра та мар…

Хĕл аякра та мар…

«Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче кирек хăш ĕçе те яваплăха туйса, пысăк пахалăхпа пурнăçласси çирĕп йăлана кĕнĕ. Çакна кура, мĕн пур енĕпе илсен, кăтартусем те ÿссех пыраççĕ. Хальхи вăхăтра фермăри выльăх-чĕрлĕх витисене хĕле хатĕрлессипе пикенсе вăй хураççĕ, çакă вара уй-хирти ĕçсене пурнăçлама пĕрре те чăрмантармасть.

Фермăна хĕле хатĕрлес ĕçе, тĕрĕссипе, çу пуçламăшĕнчен – ĕне выльăха çуллахи лагере кăларнă хыççăнах анлăн йĕркелесе янă. Малтан мĕн пур витене тĕплĕн тасатса кăларнă, дезинфекци тунă. Вĕсене шуратса та пĕтернĕпе пĕрех ĕнтĕ. Дезинфекци тума районти ветеринари станцийĕн специалисчĕсем хăйсем çине яваплăх илнĕ пулсан, витесене шал, тул енчен шуратма Аслă Елчĕкри Валерий Чернов бригадипе килĕшÿ çирĕплетнĕ.

Юлашки вăхăтра Çĕнĕ Пăва ялĕн ферминче тăтăш реконструкци ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Вĕсене укçа-тенкĕ çитнĕ таран тапхăр-тапхăр йĕркелесе пыраççĕ. Виçĕм çул та, пĕлтĕр те ĕне выльăх витисене çĕнĕ йышши материалсемпе усă курса тĕплĕн юсанине, апат сĕтелĕсем вырнаçтарнине пĕлсе тăратпăр. Кăçал та ферма территорийĕнче ĕç вĕресе тăрать – сăвăнакан ĕне /200 пуç/ витине апат сĕтелĕ вырнаçтараççĕ, малашне вĕсене те кăкармасăр усрама пулĕ.

– Фермăра ĕçлеме условисем лайăхланса пынă май çынсен шăхăш-кăмăлĕ лайăх енне улшăнасса, малашне выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсем тата ÿсессе шанса тăратпăр, – тет кооператив председателĕн выльăх-чĕрлĕх отраслĕ енĕпе ĕçлекен çумĕ, пĕр вăхăтрах зоотехник тивĕçĕсене те пурнăçлакан Петр Купташкин.

Ĕç кăтартăвĕсем алă тупанĕ çинчи пекех, яр уççăн курăнаççĕ: кăçалхи 7 уйăхра пĕтĕмпе 7563 центнер /100 гектар çĕр пуçне – 617 центнер/ сĕт, 600 центнер /100 гектар çĕр пуçне – 50 центнер/ ĕне ашĕ туса илнĕ. Пĕр ĕнерен 4346 килограмм сĕт сунă. Хальхи вăхăтра кашни ĕне куллен 25 килограмм, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 2 килограмм ытларах, сĕт антарать. Ÿсĕмсен вăрттăнлăхĕ мĕнре; Паллах, апатран, ĕне выльăха шайлашуллă рационпа тăрантарнинчен нумай килет. Кунта кашни çул пахалăхлă утă-сенаж кирлĕ таран хатĕрлеççĕ, минераллă апатсемпе те туллин усă кураççĕ. Унсăр пуçне, çамрăк ĕне выльăха сыхласа хăварасси, вĕсене сывлăхлă çитĕнтересси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пăрулаттаракан уйрăмра, пушмак пăрусен витинче хĕлĕн-çăвĕн çирĕп йĕркене пăхăнса ĕçлеççĕ. Ветеринари тĕлĕшĕнчи профилактика мероприятийĕсене туллин пурнăçлаççĕ.

Ÿсĕмсене çывхартакан тăрăшуллă ĕçченсен ячĕсене тата епле аса илмесĕр хăварăн; Ĕне сăвакан операторсем Алена Семенова, Ирина Кукурузова, Ольга Крысова, Ирина Жарова, пăрулаттаракан уйрăмра тăрăшакан Надежда Дягилева, Марина Енейкина, пĕчĕк пăрусене çитĕнтерекен Лидия Боброва, Ольга Никитина, Венера Розанова, пушмак пăрусене пăхакан Александр Семенов, вăкăр самăртакан Елена Германова хăйсен кашни кунхи пархатарлă ĕçĕпе ял хуçалăх предприятине малалла аталантарассинче пысăк тÿпе хываççĕ.

…Кăçалхи çанталăк условийĕ кĕркунне ир пулассине, çакна кура фермăсене те хĕл тапхăрне хатĕрлес ĕçе васкатма систернĕнех туйăнать. «Сатурн» хуçалăхри ферма ĕçченĕсен вара пăшăрханма сăлтав çук – сивĕ хĕл кунĕсем хăратаймĕç вĕсене.

Светлана АРХИПОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсенче: Пĕр тăван Бобровсем – Михаил тата Сергей, Павел Розанов фермăри юсав ĕçĕсене пурнăçлама хутшăнаççĕ; Надежда Кадышева ветеринар. Шанăçа тивĕçлипе тÿрре кăларакана – ят-сум.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code