Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Чăвашла уяв янратăр!

Чăвашла уяв янратăр!

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ пуçарнипе 2019-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕччен «Чăвашла уяв янратăр!» сценарисен конкурсĕ иртрĕ.

Конкурса тĕрлĕ вĕренÿ организацийĕсенче ĕçлекен педагогсем хутшăнчĕç. Жюри пурĕ 110 ĕç пăхса тухрĕ. Вĕсенчен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче ирттермелли мероприятисен сценарийĕсем – 64, шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче ирттермелли мероприятисен сценарийĕсем – 43, хушма пĕлÿ тата професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ организацийĕсенче ирттермелли мероприятисен сценарийĕсем – 3.

Конкурса тăратнă ĕçсене тимлĕн вуласа тухнă хыççăн жюри çĕнтерÿçĕпе призёрсене палăртнă. Çěнтерӳçěсен йышěнче Аслă Елчěкри Г.Н.Волков ячěллě вăтам шкулта чăваш чěлхипе литературине вěрентекен Любовь Адюкова пулнине палăртма та питě кăмăллă.

Любовь Германовнăна çĕнтерÿçě пулнă ятпа саламлатпăр! Анăçу та иксĕлми вăй-хал сунатпăр.

Конкурса тăратнă ĕçсенчен чи лайăххисене институт сайтĕнче е «Халăх шкулĕ» журналта пичетлеме палăртнă.

МБОУ «Большеяльчикская СОШ им.Г.Н.Волкова» Яльчикского района

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code