Воскресенье, 25 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Банк сотрудникĕ мар!

Банк сотрудникĕ мар!

Республикăра Интернет е карас телефонĕ урлă ултавçăсенчен хур тÿснĕ граждансен шучĕ ÿссех пырать.

«Сирĕн карттă ĕçне чарса хунă. Çак номер çине /номерне çыраççĕ/ шăнкăравласа ярăр. Сирĕн Сбербанк», – абонентсем патне час-часах çакăн евĕр СМС-хыпарсем килеççĕ. Çынсем вара палăртнă номерпе шăнкăравлаççĕ. Хăйсене банк ĕçченĕ тесе пĕлтерекен преступниксем телефон хуçисене çывăхри банкомат урлă тĕрлĕ операци пурнăçлама, хăйсем палăртнă номер çине укçа-тенкĕ куçарма сĕнеççĕ. Иккĕмĕшсем вĕсем мĕн ыйтнине йăлтах пурнăçлаççĕ, укçа-тенкĕсĕр тăрса юлаççĕ. Çухалнă нухрата тавăрасси вара иккĕленÿллĕ.

Халăха пĕлсе тăма çакна хыпарласшăн. Банк ĕçченĕсем клиентсене шăнкăравласа вĕсене нихăçан та телефон урлă тĕрлĕ операци пурнăçлама сĕнмеççĕ. Маларах çырса кăтартнă евĕр СМС илсен хирĕç шăнкăравласа преступниксем сĕнекен ĕçсене пурнăçласран асăрханăр, банк карттисен номерне, вăрттăн кодне те ют çынна ан пĕлтерĕр. Иккĕленÿллĕ тĕслĕхсенче тÿрех хăвăр пĕлекен банк уйрăмĕсенчи ĕçченсемпе çыхăнăр.

«Мобильлĕ Банк» пулăшупа çыхăннă телефонпа Интернета кĕнĕ чухне те тимлĕхе çухатмалла мар. Сирĕн банк картти çинчи укçа-тенке ют счет çине куçаракан вируссем те сахал мар хальхи вăхăтра.

Э.НИКОНОВ,
Елчĕкри полици пайĕн начальникĕн çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code