Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Сотрудникăн ырă тĕслĕх пулмалла

Сотрудникăн ырă тĕслĕх пулмалла

Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕ кăçалхи 3 уйăхри ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе канашлу ирттерчĕ.

Унта Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин генерал-майор, Комсомольски тата Елчĕк районĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем Александр Осиповпа Николай Миллин, Елчĕк тата Комсомольски районĕсен прокурорĕсем Владимир Николаевпа Сергей Фирсов, шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Канашлура чи малтанах Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕ Ринат Зайнуллин отчет туса пачĕ. Икĕ районпа илсен кăçалхи пĕрремĕш кварталта преступленисен шучĕ 1,8 процент ÿснĕ. Елчĕк районне илес пулсан, 3 уйăхра 21 /пĕлтĕрхи 3 уйăхра – 20/ преступлени тунине регистрациленĕ. Вĕсене уçса параслăх 95,2 процентпа танлашнă. Елчĕк ял тăрăхĕнче – 3, Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче – 1, Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче 3 /иртнĕ çулхи 3 уйăхра кунта пĕр преступлени те регистрацилемен/ тĕслĕх таран ÿснĕ. Отчетлă тапхăрта уйрăмах йывăр 1 /иртнĕ çул – 1/, 7 йывăр преступлени /2/ пулнă. Чакнă преступленисен шутĕнче вăтам тата пысăках мар йывăрлăхлă, обществăлла вырăнта, ÿсĕрле, маларах преступлени çулĕ çине тăнисем тунă айăплă ĕçсем. Урамра пулнă преступленисене кăçал та, пĕлтĕр те 2-шер тĕслĕх тупса палăртнă. Ют пурлăха вăрлассипе – 8 /4/, çаратассипе çыхăннă 5 /2/ преступлени регистрациленĕ. Ниçта та ĕçлемен çынсем тунă преступленисен шучĕ палăрмаллах ÿснĕ /8-тан 18 тĕслĕх таран/, çавна май ку енĕпе профилактика ĕçĕсене вăйлатасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмаллине, çак ĕçре полици ĕçченĕсен районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлемеллине палăртрĕç.

Канашлура Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тухса калаçрĕ, вăл хăйĕн сăмахĕсенче районти полици уйрăмĕн сотрудникĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă пулнине, вĕсем шаннă тивĕçе йĕрке хушнă пек пурнăçланине палăртрĕ. Вырăнти власть йĕрке хуралĕн сотрудникĕсемпе килĕшÿре тăрăшни ĕçе ансатлатать анчах мар, халăхăн полици ĕçченĕсене тата власть органĕсене шанаслăхне çирĕплетет. Кăçал «Хăрушлăхсăр хула» программăпа килĕшÿллĕн вырăнти власть полици уйрăмне 350 пин тенкĕ уйăрнă. Асăннă укçа-тенке район центрĕнчи тĕрлĕ вырăнта видеорегистраторсем вырнаçтарма расхутлĕç. Шăпах çакăн евĕр видеосăнавсем район территорийĕнче пулса иртекен тĕрлĕ преступленисене уçăмлатас ĕçре пысăк пулăшу кÿреççĕ.

Канашлăва Сергей Неяскин пĕтĕмлетрĕ. Вăл преступленисен çулне пÿлес ĕçре профилактика витĕмĕ пысăккине, сотрудниксен халăхпа уйрăмах тачă çыхăнса ĕçлемеллине каларĕ.

– Халăх полици ĕçченне шантăр тата хисеплетĕр, унран яланах пулăшу е канаш-сĕнÿ ыйтма хатĕр пултăр тесен вара полици сотрудникĕн чи малтанах хăйĕн яваплăха çирĕп туймалла. Шаннă тивĕçе чыслăн тата тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланипе пĕрлех унăн ыттисемшĕн пур енĕпе те ырă тĕслĕх пулмалла, ыйтупа пыракан кашни çынна пулăшу аллине тăсмалла /ыйтăва е лару-тăрăва татса парасси унăн тивĕçне кĕнине е кĕменнине пăхмасăрах/, – палăртрĕ министр.

Тĕл пулу вăхăтĕнче ытти çивĕч ыйтусене те тишкерчĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: канашлу саманчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code