Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăхăт çитрĕ хире тухма та

Вăхăт çитрĕ хире тухма та

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тата ытти специалист-сем хутшăннипе тунтикун пулса иртнĕ районти анлă канашлура акана тухас умĕнхи ыйтусем тĕп вырăнта пулчĕç. Паян вĕсен пурин те пĕр тĕллев: умри йывăрлăхсем çинчен шутламасăр çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата чи пысăк пахалăхпа пурнăçласа хăварма ĕлкĕрмелле.

Ял хуçалăх таварĕ туса кăлараканăн ĕçри ăнăçлăхĕ çут çанталăк условийĕнчен нумай килет. Кĕтменлĕх вара уншăн кашни утăмра тенĕ пекех. Канашлу ĕçне пĕтĕмлетме хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин:

– Апла пулин те çакăн пек лару-тăрупа пĕрремĕш хут тĕл пулнăн туйăнать: кăçал кĕрхи культурăсен лаптăкĕсене ытларах пăсса, çĕнĕрен акмалла пуласса пĕлсе тăратпăр. Икĕ хут ĕç, тăкакĕсем те, каламасăрах паллă – пысăк, – пăшăрханăвне пытараймарĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче иртнĕ çул акса хăварнă кĕр тыррисен лаптăкĕ 7360 гектар йышăнать. Çуртрисемпе танлаштарсан, ытларах тухăç панине, çапла майпа çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене те хăвăртлатма май пулнине шута илсе пирĕн тăрăхра вĕсене кашни çул май пур таран ытларах лаптăкра акса-туса илесси йăлана кĕнĕ. Кăçал вара савăнмалли сахалрах. Мĕншĕн тесен тăпрара нÿрĕк пулманран /авăн-юпа уйăхĕсенче çумăр вуçех çумарĕ/ вăрлăха шăтса тухма пит йывăр пулчĕ, калчасем те кирлĕ пек аталанса вăй илеймерĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хушăвĕпе килĕшÿллĕн хальхи вăхăтра республика уй-хирĕсенче кĕрхи культурăсем мĕнле хĕл каçнине тĕпчеме ятарлă ĕç ушкăнĕсем йĕркеленĕ. Специалистсем хальлĕхе тĕрĕсленĕ лаптăксенчи калчасен 60 ытла проценчĕ япăх хĕл каçнă тесе çирĕплетеççĕ. Комисси паян-ыранах Елчĕк районĕнче пулмалла, ку тĕлĕшпе татăклă пĕтĕмлетÿ тăвĕ.

Тĕрĕссипе, районта çур аки пуçланнă ĕнтĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов палăртнă тăрăх, «Победа» ОООра иртнĕ эрнерен тытăнсах нумай çул ÿсекен курăксен анисене минераллă удобренисемпе апатлантарнă, «Комбайн» ЯХПКпа «Прогресс» АХОра кĕрхи çĕртмен лаптăкĕсенче нÿрĕк тытаççĕ, «Нива» агрофирма» ОООра 3 гектар çинче кишĕр акса хăварнă. Ял хуçалăх пайĕн ертÿçи кăçалхи лару-тăрура уйрăмах, лаптăксенче нÿрĕк тытса хăварассине, çĕре кăпкалатассине тĕрĕс суйласа илнĕ технологие пăхăнса пурнăçламалли пирки чарăнса тăчĕ. Пĕтĕмпе вара ял хуçалăх культурисем 38452 гектар йышăнмалла. Тĕш тырă культурисем – 38452, пĕр çул ÿсекен курăксем – 4500, çĕр улми – 543, пахча çимĕç – 134, техника культурисем – 1115, кукуруза 1243 гектар пулĕç.

Яваплă ĕçе пурнăçлама минераллă удобренисемпе /пурĕ 3507 тонна кÿрсе килнĕ/, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе /924 тонна/ туллин саппасланнă. Вăрлăх та çителĕклĕ. Кăçал туяннă ПР, элита репродукцири 1087 тонна вăрлăх çуртрисен 26 процент лаптăкне акса хăварма çитмелле. «Сатурн» ЯХПКпа «Урожай», «Нива» агрофирма» ОООсенче вара кăçал пĕтĕм вăрлăха çĕнетнĕ.

Техника паркĕсем те пуянланнă. Кăçал анчах инвестици кредичĕпе, лизингпа, хăйсен укçи-тенкипе усă курса 24,7 миллион тенкĕлĕх 11 единица техника туяннă.

Çур аки çăмăл пулмасса пĕлсе тăратпăр. Çут çанталăка сăнакансем кун-çĕр уяр, типĕ пуласси пирки каланине шута илсен, ака ĕçĕсене кĕске вăхăтра пурнăçламаллине, унсăрăн тăпра типсе юлма пултарнине çĕр ĕçченĕ лайăх ăнланать. Çав вăхăтрах мĕн пур лаптăкри çĕр пĕр вăхăтра пиçсе çитейменнине те шута илмелле. П.Тремасов çакна акмалли çĕр ир ĕлкĕрекен «Комбайн» ЯХПКри тата, вĕсемпе танлаштарсан, хире каярах тухма тивекен «Урожай» ОООри лару-тăрăва хак пачĕ. Тĕрĕссипе, специалистсем палăртнă тăрăх, çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене 4 ĕç кунĕнче пурнăçласа хăварма ĕлкĕрмелле.

Уй-хирти ĕçсене тухăçлă, кал-кал йĕркеленипе пĕр вăхăтрах ĕç сыхлавĕн йĕркисене çирĕп пурнăçласси, акара тимлекенсене апатланма лайăх условисем йĕркелесе парасси те тĕп ыйтусенчен пĕри пулмалла. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин çакăн пирки те палăртсах каларĕ.

Канашлу ĕçне хутшăннисем Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн территорийĕнче 1000 гектар ытла çĕр лаптăкĕпе усă куракан «Авангард» ОООн пĕтĕмĕшле ĕçĕ-хĕлне фотодокументсем тăрăх анчах мар, ял хуçалăх предприятийĕн тĕп агрономĕ Хамит Гиматдинов каласа кăтартнинчен те тивĕçлĕ хак пачĕç. Ял хуçалăх культурисене туса илессинчи вĕсен паха опычĕ пуриншĕн те усăллă пуласса шанас килет.

Светлана АРХИПОВА.

Л.КАПЛАМОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: «Комбайн» ЯХПКн виççĕмĕш комплекслă бригадин уй-хирĕнче кĕрхи çĕртмен лаптăкĕсенче нÿрĕк тытма хутшăнакан Леонид Головин, Владислав Айметов, Валерий Софронов, Анатолий Емильев механизаторсем. Хальхи вăхăтра кунта çак ĕçе 600 гектара яхăн лаптăкра пурнăçланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code