Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Объектсемшĕн сасăлар

Объектсемшĕн сасăлар

Чăваш Енре пурăнакансем кăçал наци проекчĕсемпе килĕшỹллĕн 120 ытла территорие хăтлăлатма сĕннĕ.

Ăна «Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси» федераци проекчĕ çине таянса тата «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Хула хутлăхĕ» проекчĕ пулăшнипе çуллен ирттереççĕ. Шутлă кунсем юлаççĕ, сасăлав июнĕн 13-мĕшĕнче вĕçленет.

Пирĕн округра пурăнакансем икĕ объектшăн сасăлама пултараççĕ, Аслă Елчĕкри тĕп лапам çывăхĕнчи сквершăн тата Елчĕкри Советская урамĕнчи аллейăшăн. Патшалăх пулăшăвĕн порталĕ урлă za.qorodsreda.ru платформа çинче 14 çултан аслăраххисем сасăлаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code